Четверг, 24 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рахмуллинсен çемйи – иккĕмĕш

Рахмуллинсен çемйи – иккĕмĕш

Республикăри биатлон центрĕн базинче йĕлтĕрпе чупса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва республикăри 58 çемье хутшăннă.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕн регионти координаторĕ Валерий Филимонов, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Михаил Богаратов хутшăннă.

Çак ăмăртура пирĕн район чысне Яманчÿрелĕнчи Рахмуллинсен тата Аслă Шăхалĕнчи Васильевсен çемйисем хÿтĕленĕ.

Çанталăк сивĕ тата çиллĕ пулнине пăхмасăр ăмăртусем çивĕч иртнĕ. Яманчÿрелĕнчи Юрий, Оксана тата Данил Рахмуллинсем хăйсен ушкăнĕнчи 22 çемьерен иккĕмĕш вырăн йышăннă. Николай, Алина, Кристина Васильевсем те хăйсен ушкăнĕнче йĕлтĕрпе вăйлă ярăнакан ултă çемье йышне кĕнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: иккĕмĕш призерсем В.Филимоновпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code