Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Юбилейсен çулталăкĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 2019 çулта Шупашкара йĕркелесе янăранпа 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр.

Уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ – Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.

Владимир Ростиславович иртнĕ эрнере Шупашкарта пулнă. Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ – уявсене мĕнле хатĕрленнине хак парасси, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсен витĕмĕпе хулара çĕкленекен çĕнĕ объектсене çитсе курасси, туса çитермелли ĕçсене палăртасси.

Владимир Мединский 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçланине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне – Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине – бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.

 

Туризм аталанать

Çĕршыври 22 регионпа пĕрлех Чăваш Ене те туризма аталантарма 1,8 млрд тенкĕ уйăраççĕ.

«Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн республика «Чăваш Ен – Атăл чун-чĕри» комплекса йĕркелеме 1,8 млрд тенке тивĕçĕ. 2019 тата 2020 çулсенче – 500-шер млн, 2021 çулта 800 млн тенкĕ куçмалла. Регионти влаçсен çак укçапа объектсене юсаса çĕнетмелле, коммуникацисене йĕркене кĕртмелле, туристсемшĕн кăсăклă вырăнсене çитме транспортпа çыхăнтармалла. Юхан шыв тăрăх куçса çÿрекен туристсемшĕн Шупашкар тĕп центр пулас шанăç пысăк. Патшалăх пулăшăвĕ Шупашкар заливне, Хĕрлĕ тÿреме, ытти паллă объекта палăрмаллах илемлетме май парĕ.

 

Кадетсем форума пухăннă

Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри кадетсен 1 форумĕ иртнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен кадет корпусĕнче пĕлÿ илекенсене вĕренме-аталанма пур услови туса панине палăртнă. Офицерсене кадетсемпе çыхăну йĕркеленĕшĕн, ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă вăл. Малашне пысăк конкурс витĕр тухнисем кăна кадетсен йышне кĕме пултарнине каланă.

Михаил Васильевич республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриотизм общество юхăмĕн удостоверенийĕсемпе паллине панă.

ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов кадет юхăмĕ вăйланса пынине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, республикăри шкулсенче 195 кадет класĕ уçнă, унта 4560 ача пĕлÿ илет.

Форум вăхăтĕнче республикăри кадетсен бал ташшин конкурсĕ иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code