Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Дача» ăнлав пулмĕ

«Дача» ăнлав пулмĕ

2019 çулхи январьтен пуçласа дача тытакансемпе пахчаçăсемшĕн çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ.

Малашне «дача хуçалăхĕ» ăнлав вырăнне сад ĕрчетекенсен тата пахча юлташлăхĕсем пулĕç.

Саккунпа килĕшÿллĕн, сад валли уйăрнă лаптăкра ял хуçалăх культурисем, улма-çырла çитĕнтерме, вăхăтлăх е яланлăх пурăнма çурт-йĕр, хуралтăсем, гараж тума ирĕк пур. Пахча шутланакан лаптăксенче пахча çимĕç культурисем çитĕнтерме, хуралтăсем тума ирĕк параççĕ. Капиталлă çурт-йĕр çĕклеме юрамасть. Сад-пахча лаптăкĕсене ял е ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен йĕркелеме май пур.

Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ хыççăн сад ĕрчетекенсемпе пахчаçăсен хушшинче уйрăмлăх палăрмаллах ÿсрĕ. Сад участокĕнче вырăнти влаçран ирĕк илмесĕр вăхăтлăх çурт, хуралтăсем – мунча, сарай, нÿхреп тата ыт.те. – тума юрать. Ирĕк илсен капиталлă çурт-йĕр çĕклеме, унта пропискăна тăма пулать. Пахча лаптăкĕнче малашне хуралтăсем – сарай, теплица, тараса кăна тума ирĕк парĕç. Енчен те дача çуртне çĕнĕ саккун вăя кĕриччен çĕкленĕ, регистрациленĕ пулсан вăл хăй ирĕккĕн туни шутланмасть, апла хуçин пăшăрханмалли çук. Çапах унăн харпăрлăх правине илмен, Росреестра кĕртмен пулсан саккуна пăсни пулать. Кун пек куçман пурлăха пăстарма пултараççĕ. Çавăнпа васкавлăн лаптăк чиккине палăртмалла, Росреестрта çĕре тата çурта регистрацилемелле. Пахча юлташлăхĕнчен сад ĕрчетекенсен юлташлăхне куçма та май пур.

Тепĕр çĕнĕлĕх: енчен сад юлташлăхĕнче капиталлă строительство – пурăнмалли çурт-йĕр – пулсан пурăнмалли условисене лайăхлатмалли черете тăратмаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code