Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Туслăх хĕлхемĕнче»

«Туслăх хĕлхемĕнче»

Районта черетлĕ хут «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта 1-4 классенче вĕренекен 95 шкул ачи хутшăнчĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене тăван чĕлхен илемне туйма хăнăхтарасси, авалхи йăла-йĕркене упрама вĕрентесси.

Вĕренекенсем тăватă номинацире тупăшрĕç. «Сăмах илемĕ» номинацире Ю.Герасимова /Шăмалак, 2 кл./, А.Носова /Кивĕ Эйпеç, 2 кл./, А.Усанова /Елчĕк, 1 кл./, П.Чернов /Елчĕк, 4 кл./, В.Абдулкина /Лаш Таяпа, 3 кл./, О.Шавкина /Кушкă, 3 кл./ пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

«Чăваш апачĕ» номинацие хутшăнакансем чăвашсен апат-çимĕçне лайăх пĕлнине, вĕсене мĕнле пĕçермеллине, хатĕрлемеллине тĕплĕн каласа пачĕç. З.Григорьева /Елчĕк, 2 кл./ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Л.Львова /Елчĕк, 3 кл./, А.Комиссаров /Лаш Таяпа, 4 кл./, А.Шкапов /Çирĕклĕ Шăхаль, 3 кл./, Э.Быкова /Патреккел, 2 кл./ – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

«Янра, чăваш юрри» номинацире Елчĕк шкулĕнчи виççĕмĕш класра вĕренекен хĕр ачасен ушкăнĕ çĕнтерчĕ. Призлă вырăнсенче – Елчĕк шкулĕнчи 1-мĕш класри А.Молодовпа М.Филиппова тата Патреккел шкулĕнчи 2-мĕш класра вĕренекенсен ушкăнĕ.

«Чăваш вăййи» номинацире мала тухнисем: К.Евдокименко /Елчĕк, 1 кл./, С.Кузнецова /Аслă Таяпа, 3 кл./, К.Комиссарова /Шăмалак, 4 кл./.

Çĕнтерÿçĕсем фестивалĕн республикăри тапхăрне хутшăнаççĕ.

Калас пулать, пуçламăш классенче вĕренекенсен пултарулăхне курма ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ те пынă. Чылайăшĕн ăсталăхĕ çав тери пысăк, вĕсен хушшинче пулас артистсем пуррине пĕр иккĕленмесĕр палăртма пулать.

Л.ВЕКОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Чăваш апачĕ» номинацире мала тухнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code