Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем работника культуры

Поздравления с Днем работника культуры

Чăваш Республикин культурăн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Отраслĕн хаклă ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Культура обществăна тачăрах пĕрлештерме пулăшать, унăн ăс-хакăл аталанăвне тата наци хăй евĕрлĕхне палăртать. Сирĕн хастар та тăрăшуллă ĕçĕре пула çынсем пултарулăх ырлăхĕпе савăнма пултараççĕ, илеме хаклама вĕренеççĕ, Раççей халăхĕсен пуян еткерĕпе, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе туллин паллашаççĕ.

Чăваш Республикинче культурăна аталантарасси, ăс-хакăлпа пурлăх пуян¬лăхне тивĕçлипе сыхласа упрасси, пултаруллă çынсене хавхалантарса тата пулăшса пырасси тĕп çул-йĕрсен шутĕнче. Çав тĕллевсене пурнăçламашкăн культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, регионта пу¬рăнакансен культурăллă канăвне тивĕçтерме тата вĕсене хăйсен ăсталăхĕпе туллин усă курма май паракан ку чухнехи инфратытăм йĕркеленет, пултарулăх¬па çыхăннă çĕнĕ проектсене укçа-тенкĕпе грант пулăшăвĕ урлă тивĕçтересси вăй илет. Пысăк ăсталăхлă специалистсене вĕрентсе хатĕрлесси, культура ĕçченĕсен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетесси çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр. 2019 çула Раççейре Театр çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Сцена искусствине халăх хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе пурнăçлама палăртнă пысăк ĕçсем Чăваш Енри театр пурнăçне çĕнĕ шая çĕклеме пулăшасса çирĕп шанса тăратăп.

Культурăпа искусство ĕçченĕсене професси ăсталăхĕшĕн тата юратнă ĕçе парăннăшăн пĕтĕм чунтан тав тăватăп. Сире çирĕп сывлăх, телей, пултарулăх ĕçĕнче хавхаланупа çитĕнÿсем, интереслĕ çĕнĕ проектсене ăнăçлă пурнăçлама сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                           Михаил ИГНАТЬЕВ

 

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кÿрет. Культура ĕçченĕсемсĕр пĕр уяв та, пĕр мероприяти те иртмест. Хăвăр пултарулăхăрпа эсир уява пуçтарăнакансене савăнăç кÿретĕр.

Çав вăхăтрах культура ĕçченĕсем районăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ, ял халăхĕн нумай ыйтăвне татса пама пулăшаççĕ. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе эсир районта пурăнакансене пурнăç уттипе тан утма пулăшатăр, вĕсен ĕçĕпе канăвне усăллă йĕркелеме май паратăр.

Сире шаннă ĕçĕрте пултарулăхăра шеллемесĕр тăрăшма пысăк вăй-хăват, анлă тавра курăм, çĕнĕ ÿсĕмсем, пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                   И.И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Н.П.МИЛЛИН

 

Поздравляю Вас с Днём работника культуры России!

На протяжении всей истории культура была величайшей ценностью, формирующей сознание народа. Сегодня именно Вы вместе с Вашими коллегами помогаете сберечь те духовные ценности, которые были созданы на протяжении веков. Убеждена, что благодаря Вашему труду, культура Чувашии, живая и многообразная, будет и в дальнейшем прирастать талантами и прославлять наше Отечество.

Желаю Вам счастья, здоровья, благополучия, новых творческих и профессиональных успехов!

Депутат Государственной Думы Российской Федерации            Алёна Аршинова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code