Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Прививка тутармалла

Прививка тутармалла

Иртнĕ çул Раççейри хăш-пĕр регионта хĕрлĕхенпе /корь/ чирлекенсен йышĕ ÿснĕ. Кăçал та унпа чирлекенсене тупса палăртнă. Владимир облаçĕнче, Мускавра, Екатеринбургра тата Санкт-Петербургра çак амакпа асапланакансем ытларах.

Пирĕн республикăра хĕрлĕхен инфекцийĕ çук. Чир ан сарăлтăр тесе профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса ирттерме тăрăшатпăр. Прививкăна çулталăкри, 6-ри ачасене, 18-30 çулсенчи çамрăксене тăваççĕ. Хĕрлĕхен – ерекен инфекци. Унпа ачасем те, аслисем те чирлеççĕ. Аслисем йывăртарах тÿссе ирттереççĕ. Чир çыпăçсан çын хăйне шăнса пăсăлнă чухнехи пекех йывăр туять, ÿт температури ÿсет, куç шывланать. Пĕрремĕш кунхине хĕрлĕ шатра пит çине тухать. Иккĕмĕш кунхине алă, хырăм, çурăм çине сарăлать. 3-4-мĕш кунсенче ура тупаннех çитет. 7-мĕш кунран шатра çав йĕркепех сÿнсе пырать. Хĕрлĕхенрен вăхăтра сипленмесен ларингит, трахеобронхит, отит, менингит, ÿпке чирĕсем аталанма пултараççĕ. Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцина.

Ытти регионта хĕрлĕхен сарăлнин тĕп сăлтавĕ прививкăна вăхăтра тата çителĕксĕр тунипе çыхăннă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене вăхăтра прививка тутармалла. Пытармалли çук, юлашки çулсенче вакцинацие хирĕçлекен ашшĕ-амăшĕ пирĕн тăрăхра та тупăнать. Çавна май хĕрлĕхен сарăлас хăрушлăх сиксе ан тухтăрах.

Н.МИХАЙЛОВА,
Комсомольскинчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code