Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хире тухма хатĕр

Уй-хире тухма хатĕр

Юлашки эрнере хĕвелĕ ытларах хĕртет, юрĕ те васкаса ирĕлет. Апла пулсан акана тухасси те шутлă кунсем анчах юлаççĕ. Çакна лайăх пĕлсе тăракан уй-хир ĕçченĕсем хальхи вăхăтра яваплă тапхăр умĕнхи юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн техника паркĕ енче унталла та кунталла çын хĕвĕшнине аякранах курма пулчĕ. Вырăна çитсе пынă май мотор кĕрлевĕн шавĕ хăлхана хупларĕ. Виктор Сапожников тĕп инженерпа механизаторсем уя илсе тухма хатĕр, ретĕн-ретĕн вырнаçтарса лартнă сÿресемпе культиваторсене, акана хутшăнакан ытти агрегатсене тепĕр хутчен тимлĕн сăнаса тухрĕç.

– Кăлтăксем çук, пурте – йĕркеллех, – тесе хак пачĕç вĕсем хăйсен пĕрлехи ĕçне.

Техника паркĕн территорине малалла иртнĕ май тĕп инженер пире каток – уйри тăпрана пусăрăнтаракан ятарлă хатĕр ăсталакан Александр Васильев сварщикпа паллаштарчĕ. Йĕри-таврана вут-хĕм сирпĕтсе сварка ĕçĕсене пурнăçлакан çынна ĕçрен чăрмантарасран, унăн хаклă вăхăтне сая ярасран асăрхантăмăр.

Валерий Германов председатель:

– Тăпрана пусăрăнтарма усă куракан агрегата вырăнта ăсталама пуçарулăх çитерни аван пулчĕ. Тăкакĕсем – сахалрах. Апла пулин те заводран паян-ыранах çакăн йышши агрегатăн тепĕр комплектне те /ККЗ-6/, унсăр пуçне, ЗС-6 йышши сеялка кÿрсе килетпĕр, укçине малтанах тÿлесе хунă, – тесе калаçăва малалла тăсрĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлама чăрмантаракан, татса пама май çук ыйтусене курмастпăр пулсан та Эльза Германова тĕп агронома кĕр тыррисен лаптăкĕсене çĕнĕрен пăсса акма тивни шухăшлаттарать. Епле пăшăрханмăн? Ĕç калăпăшĕ, тăкаксем ÿсеççĕ.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе пĕр çул ÿсекен курăксене 780 гектар çинче акса хăварма йышăннă. Ÿсен-тăран культурисенчен ытларах тухăç алла илес тĕллеве асра тытса 40 тонна çĕнĕ вăрлăх /супер элита репродукцири Ульяновская 100 тулă тата Раушан урпа/ кÿрсе килнĕ.

– Вăрлăхсене çĕнетессине малашне те пысăк тимлĕх уйăрма, минераллă удобренисемпе кирлĕ таран усă курма кирлине ăнланатпăр, – тет Эльза Алексеевна.

Уй-хир ĕçне тÿррĕн хутшăнса ĕçлекенсемпе иртнĕ кунсенче йĕркелесе ирттернĕ канашлура кам хăш участокшăн яваплă пулнине те татăклăн çирĕплетнĕ. Петр Ивановпа Валерий Баранов нÿрĕк тытма, Владимир Козловпа Николай Денисов çĕр хатĕрлеме хутшăнмалла. Юрий Уткинпа Константин Маркова ака агрегачĕсене шанса панă. Геннадий Александров акнă лаптăксене пусăрăнтарассишĕн, Венедикт Львовпа Алексей Воронов агрегатсене вăрлăхпа чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн яваплă пулĕç. Галина Воронова склад заведующийĕн, Владислав Соколовпа Валерий Яблонский слесарьсен те, паллах, хĕрÿ тапхăрта ĕç нумай.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕçченсем хĕрÿ вăхăта хатĕр пулнине çирĕплетеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code