Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кÿлхĕрри урамра пурăнакан Петровсем – Зинон Аркадиевичпа София Викторовна – ĕçчен çынсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ – Соня аппа хурт-хăмăр ăсти те.
Вĕсен çемйинче пыл хурчĕ ĕрчетесси ламран-лама куçнă. Соня аппан ашшĕ Виктор Осипович Осипов ĕлĕкех нумай вĕлле тытнă. Пахчаçăра, бригадирта вăй хунă ялти çак хисеплĕ çын ачисене пурне те /вĕсем 5 хĕрпе 3 ывăла кун çути панă/ качча парсан, авлантарсан анлă пурнăç çулĕ тăрăх çирĕппĕн утма – ырлăхпа-пурлăхпа, телейпе пурăнма, вĕлле хурчĕ пек ĕçчен те тăрушăллă пулма пиллесе пыл хурчĕсен çемйине парнеленĕ. Мăшăрланса пурнăç çулĕпе çак вăхăтченех алла-аллăн тытăнса, юнашар утакан, тулăх пурнăçпа, ачисемпе мăнукĕсен ырлăхĕпе савăнакан Соня хĕрĕшĕн те çакă ырă паллă пекех пулнă…
Ятлă, сумлă хĕре ялтан кăлармаççĕ, тенĕ чăвашсем мĕн авалтанах. Тăн-тăн çемьере ÿссе çитĕннĕ, çитменнине, мĕн тери ĕçчен те сăпай, хÿхĕм хĕре, паллах, Зинон Петров асăрхамасăр тăма пултарайман, куçран та вĕçертмен. Хăй тата тиркемелли çамрăк-и? Яштака пÿ-силлĕ, ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Хĕр те каччăна килĕштернĕ. Урăх мĕн кирлĕ?
Зинон Аркадиевич малтан шофер пулнă, каярахпа арманçăра, кочегарта тăрăшнă.
Мĕн каламалли, самани çапла пулнă, Соня аппа 14-рах, ача çулĕнчен те тухайманскер, Мучар ялĕнчи фермăна пăру пăхма кайса кĕнĕ. Пĕвĕ-сийĕпе пăру çÿллĕш ÿссе çитĕнейменскер пулсан та, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларнă – хăйне çирĕплетсе панă 25 пăрушкана юратса тимлĕх уйăрнă. Ĕçĕ вара калама çук йывăр: пăру пăхакансен вуттине кÿрсе килмелле, апатне те хăйсен пĕçерсе çитермелле пулнă.
– Вĕсене пĕр хутчен тăрантарасси те теме тăратчĕ. Ушкăн пăрăва пĕр пысăк пÿлĕме вырнаçтарнăран хăшĕ выçă, хăшĕ тутă пулнине уйăрса илме пулманнипе нушаланаттăмăр. Пирĕн тимсĕрлĕхе пула пĕçернĕ çăнăх шывне ытларах ĕçнĕ пăру кÿпĕнсе вилме те пултарнă-çке. Кайран хăнăхса çитрĕмĕр: çисе тăраннă пăрусен çамкисене, паллă пултăр тесе, çăнăхпа варалаттăмăр, – иртнине аса илсе каласа кăтартрĕ София Викторовна.
Каярахпа вăл Çирĕклĕ Шăхалĕнчи фермăна сурăх пăхма куçнă. Çав çулсенче «Знамя» колхозра ĕрчевлĕ çак выльăх хисепĕ 500 пуçран иртнĕ. Татах йывăр тиев. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă-çке, çуллахи вăхăтра кĕтĕве хире кăларсан та ферма ĕçченĕсем канăç курман – вăрмана милĕк касма çÿренĕ. Сурăх çăмне касма та кашни çыннăн алли пымасть е чăтăмлăхĕ çитмест. Çăм касакансен ĕçне комиссипе хакласа йышăннă. Мĕншĕн тесен пахалăхлă тата тирпейлĕ ĕçлемелле пулнă. София Петрова вара пуринчен те правурри пулнă: пĕр ĕç кунĕнче 40 сурăх çăмне касма пултарнă – унăн аллинче хачă выляса анчах тăнă.
Çуллахи пĕр шăрăх çанталăкра аш-какая ăсатмалли сурăхсене кĕтÿпе Çирĕклĕ Шăхалĕнчен Елчĕке – хатĕрлев кантурне хăваласа килнине те паянхи пекех лайăх астăвать ĕç ветеранĕ.
– Шăрăхпа пашкана ернĕ сурăхсем шыв кÿлленчĕкĕсен тĕлне çитсен купалана-купалана тăраççĕ. Галина Чернова тусăмпа иксĕмĕр вĕсене аран-аран вырăна илсе çитертĕмĕр, – тесе каласа кăтартрĕ вăл.
Ĕне фермин заведующийĕ Аркадий Краснов кирек хăш ĕçе пикенсен те кал-кал, тирпейлĕ пурнăçлама пултаракана дояркăна куçма ыйтнине те Соня аппа хирĕçлемен. Алексей Карсаков заведующи вара лайăх ĕçлекене сурăх ферминчен те ярасшăн пулман. Ăна яланах йывăр, пысăк яваплăх ыйтакан участоксене çирĕплетнĕ. Мĕншĕн тесен С.Петрова çирĕп шухăш-кăмăллă, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларакан çын пулнине ертÿçĕсем лайăх пĕлсе тăнă. Пĕр вăхăтра пăрулаттаракан уйрăмра кунта ĕçлекенсен айăпне, тимсĕрлĕхне пула пăрусем вилнин тĕслĕхĕсем çине-çинех тĕл пулнă. София Петровăна кунта куçарсан лару-тăру йĕркеленнĕ. Вĕсем Александра Семеновăпа пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе вăй хунă. Ĕçлесе курман ĕçĕ пур-ши унăн; Хăмла ÿстерме те хутшăннă, каярахпа, сывлăхĕ япăхланнине кура ирĕксĕрех çăмăлрах ĕçе куçма тивнĕ – шкул çумĕнчи интернатра, садикра поварта тимленĕ. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Вăл – ĕç ветеранĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи ята пĕр хутчен анчах мар тивĕçнĕ, ытти наградăсем нумай.
Кашни кун яваплă ĕçре тимленипе пĕр вăхăтрах килти хуçалăха та çирĕп йĕркелесе пынă: хăтлă çурт-йĕр, хуралтăсем хăпартнă, йывăç лартнă, икĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă, ялти ытти çынсем пекех выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, паллах, хурт- хăмăр та ĕрчетнĕ. Хăнăхнă йăлапа Петровсем халĕ те сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Ватлăх çывхарнине те йышăнмаççĕ, тейĕн. Ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăннă, кĕçĕн мăнукĕсем те пĕри тепринчен маттур ÿссе çитĕннĕ вăхăтра ватлăх çинчен шухăшлама вăхăт çук та пулĕ, чăнах.
Соня аппана ял-йыш та хисеплет, сума сăвать. Кирлĕ вăхăтра ĕçпе, ырă канаш-сĕнÿпе пулăшать вĕсене. Ахальтен паян мар пулсан ыран пурнăçран уйрăлса каясса кĕтсе, пĕлсе пурăнакан ватăсем ăна шанса хăйсен ÿчĕсене çума ыйтас çукчех.
– Леш тĕнчене куçнă 15 хĕрарăма хам алăпа çума тÿр килчĕ. Вĕсен ячĕсене чиркÿре те май пур таран асăнтаратăп, – тет ырă кăмăллă хĕрарăм. Пăянамăшĕ те – Клавдия Ивановна хăйне ватлăхра сума суса пурăннăшăн тата лайăх пăхнăшăн çĕртен пуçласа пĕлĕте çити пил панă ăна. Ватă çын пехилне – мăшăрупа, çурт-йĕрÿпе, ачусемпе, выльăх-чĕрлĕхпе савăнса пурăнмалла пултăр, тесе каланă сăмахсене вăл паянхи пекех лайăх астуса тăрать. Унсăр пуçне, вăл мăшăрĕн чирлĕ пиччĕшне, хусах пулса пурăннă Çумккана та чылай вăхăт пăхса пурăннă. Нихăçан та ăна хăй çемйинчен уйăрман.
Çирĕп хуçалăхпа пурăнакан Петровсем хăйсен территорине хăтлăх кÿрессишĕн те канăçа пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Вĕсен çурт умĕнчи пахчинче кĕлчечек тĕмĕсем нумай. Çуллахи вăхăтра Соня аппапа Зинон тете хĕп-хĕрлĕ çеçке çуракан ырă шăршăллă чечексене тата пахчара сĕр! сĕрлесе вĕçекен пыл хурчĕсене пăхса савăнаççĕ. Çак илеме курмасăр иртме çуках. Ахальтен мар вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ конкурсра вĕсен хуçалăхне «Чи лайăх чечек пахчи» ят парса чыс тунă.
…Пыл хурчĕсен пурнăçне лайăх пĕлекен 80 çулхи София Викторовна вĕсене пăхма çынна шанмасть, ытларах чухне ĕçе хăй йĕркелесе ертсе пыма тăрăшать. Вăйпа парăнтармалли, йывăртарах ĕçсене пурнăçланă чухне мăшăрĕ, паллах, айккинче тăмастех. Кăткăс ĕçре пĕр касра пурăнакан Ольгăпа Олег Максимовсен пулăшăвĕ те ытлашши мар. Ĕмĕр йывăр ĕçре тимлени йĕрсĕр иртместех. Чун-чĕри иксĕлми вăй-халпа тапса тăрать пулин те урисем тăтăш ыратнипе нушаланать вăл. Ахаль пулсан-и, çын куçĕнчен пăхас çуках.
Соня аппа халĕ уйрăмах канăçне çухатнă. Вăрăм хĕл хыççăн, çанталăк ăшăтса пынă май хурт-хăмăр ăстин ĕçĕ тăкăс. Чи малтан вĕллери çÿп-çапа, хĕл каçа вилнĕ хуртсене тасатса кăлармалла…
Хĕрарăм çуллахи илемлĕ кунсенче ир пуçласа каçченех пыл хурчĕсене сăнама юратать. Епле тăрăшса ĕçлеççĕ вĕсем: васкаса йăвисенчен тухаççĕ, чечексем çинче апат пуçтараççĕ те тулли тупăшпа каялла таврăнаççĕ. Вĕлле вĕресе тăнăн туйăнать.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Петровсем çут çанталăк ырлăхĕпе савăнаççĕ.