Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ талпăнупа малалла

Çĕнĕ талпăнупа малалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ çĕнĕ çулхи пĕрремĕш анлă канашлăва чыславран пуçларĕ.

Илем парнелекенсем

Сăмах Çĕнĕ çул капăрлăхне тĕлĕнмелле чаплă йĕркеленисем пирки. Икĕ эрне каялла тĕрлĕ номинантсене палăртса чысланăччĕ-ха, хальхинче тата виçĕ ушкăнри конкурсантсем Николай Миллин аллинчен дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç: предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче Елчĕкри газ участокĕ /1-мĕш вырăн/, «Россельхозбанк» ООО, ДПМК «Яльчикское» ООО /2/, «Стройэнергосервис» ООО /3/, социаллă сферăра тĕп библиотекăпа «Улăп» ФОК /1/, Кушкăри вăтам шкул /2/, централизациленĕ клуб системипе Елчĕкри вăтам шкул /3/, уйрăм кил-хуçалăха тытса тăракансенчен Владимирпа Наталия Владимировсем /Акчел/, Владимирпа Надежда Филипповсем /Елчĕк — 1/, Аркадипе Маргарита Алексеевсем /Çĕнĕ Пăва/, Владимирпа Руфина Воронцовсем, Бориспа Елена Добронравовсем /Патреккел – 2/, Алексейпе Марина Горшковсем /Аслă Елчĕк/, Вячеславпа Галина Купташкинсем /Хăвăлçырма – 3/.

Ĕç пĕрлешĕвĕсен, уйрăм хуçалăхсен çурчĕсен фасачĕсене, лапамсене Çĕнĕ çул витĕмĕллĕ капăрлату кÿрессипе епле ĕçленине район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тишкерчĕ. Илеме мала хуракансен ырă ĕçĕсене тивĕçлипе хакланисĕр пуçне, вăл критикăна çиеле кăлармасăр та иртмерĕ.

– Канашлусенче Çĕнĕ çулхи илемлетÿ пирки пĕр хутчен мар аса илтернĕ-ха ертÿçĕсене, – терĕ вăл, – анчах чылайăшĕ пĕлтĕрхи вариантпах ĕçленĕ – çĕнни çукрах.

Кăçал район центрĕнчи тĕп лапам та иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан ытларах та çутă «тум тăхăннă». Ял тăрăхĕсенчи площадьсенче мĕншĕн çавăн пек пулмалла мар?

Леонард Васильевич ялсенчи ăстасен – илеме курма тата кăтартма пĕлекенсен теветкеллĕхĕпе хастарлăхне уйрăммăн палăртрĕ. Вĕсем кам та пулин хушнипе е хистенипе пурнăçламан-тăр капăрлату ĕçĕсене – чун туртнипе. Çав вăхăтрах вырăнсенче конкурссем йĕркелесе вĕсен тăрăшулăхне хакланă-ши? Тишкерÿçĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çакна иртнĕ çул та аса илтернĕччĕ.

Пăрахăçлама çук çав

Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов Елчĕк районĕн налук политикин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çула пĕтĕмĕшле аван вĕçленĕ. 2018 çулпа танлаштарсан бюджетăн пĕтĕм шайĕ 115,7 процента çитнĕ. Федераци бюджетне хывнă нухрат виçи 209,3 процент пулсан, республикăн – 117,5, вырăнти – 105,6 процент. Çав тапхăртах халăха каялла тавăрса паракан тупăш 10 миллион тенкĕ пулнă ?2018 çулта 2 млн сахалтарах/.

Тĕп налукçă асăннă сферăри шăйрăксем пирки те сăмах хускатрĕ, мĕншĕн тесен парăмсем шухăшлаттарма кирлех. Вĕсен виçи пурĕ 3 миллион та 900 пин тенке кармашать пулсан, çав шутра пурлăх налукĕпе 13 процент, çĕрпе – 12, транспорт налукĕпе 20 процент татăлайман.

Парăм сывлăш пек куçа курăнмасть пулин те, анчах вăл – сывлăш пекех. Ниçта та сĕвĕрелмест, ăна 2020 çулта та пăрахăçлама çук. Тÿлевсенчен пăрăнакансем вара ытларах «пысăк» укçаллисемех иккен. Паян мар тăк, вĕсен ыран пушатма тивĕ хулăн енчĕке. Саккун хăйне пăхăнакансене çеç юратать.

Вĕçĕмĕ ан пултăр

Районта хĕллехи каникулта спорт декади йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçалхи çак пĕлтерĕшлĕ тапхăр пирки «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов кĕскен паллаштарчĕ. Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче, «Улăп» ФОКра мероприятисем уйрăмах массăллă иртнĕ. Сывă пурнăç йĕркипе туслисем хăйсене ытларах мини-футбол, хоккей, сĕтел çи теннис, шашка-шахмат вăййисенче тĕрĕсленĕ. Тăвайккисенчен «ватрушкасемпе» ярăнни те усăллă-ха ачасемшĕн. Пĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче шăпах «спортăн» çак тĕслĕхне «мала» хунă та. Халăха явăçтарас тесен пуçарулăх кăтартмалла-çке-ха.

Спорт вунăкунлăхĕ вăхăтлăх мероприятисемпе çеç çырăнмалла мар, кулленхи сывă хăнăхусен вĕçĕ ан пултăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code