Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сунар пăшалĕ асăрханулăх ыйтать

Сунар пăшалĕ асăрханулăх ыйтать

Апрелĕн 20-29-мĕшĕсенче республикăри вĕçен кайăксене тытма юракан çуркуннехи сунар тапхăрĕ пуçланать. Ухутана тухакан çыннăн ятарлă сунар билечĕ тата кайăк тытма паракан ытти документсем /сунар пăшалне упрама тата унпа çÿреме ирĕк илни, путевка, чĕр чунсен лицензиллĕ тĕсĕсене пеме – ятарлă лицензи е килĕшÿ/ пĕрле пулмалла.

Раççей çыннисем лицензи тивĕçтерессипе тимлекен подразделенисем панă ирĕкпе кăна пăшала куçарма, турттарма, илсе çÿреме пултараççĕ. Вĕсене йĕнĕре, кобурара е ятарлă футлярта тытмалла.

Пăшалпа патронсене упрас, пĕрле илсе çÿрес йĕркене пăснăшăн административлă явап кĕтет. Çакăншăн 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф хума е 6 уйăхран пуçласа пĕр çулччен пăшал туянма, упрама тата илсе çÿреме чарма пултараççĕ.

Хăть мĕнле транспорт хатĕрĕпе турттарсан та пăшал яланах футлярта вырттăр. Çынсен çывăхне, пурăнакан вырăна, машина патне пынă чух ăна обязательнăй майпа зарядсăрлатмалла. Пăшалпа патронсене турттарса куçарас правилăсене пăснăшăн вара 1000-1500 тенкĕ штраф тÿлеттерме пăхнă.

Сунар умĕн е ун вăхăтĕнче спиртлă шĕвексемпе аташни уйрăмах хăрушă. Ку тĕлĕшпе яваплăха РФ КоАПĕн 20.8-мĕш статйин 4.1 пункчĕ палăртать. Сăмахран, пăшалпа çÿрекен гражданин полици сотрудникĕ эрех ĕçнине пĕлме медицина тĕрĕслевĕ ирттерме ыйтнине хирĕçлесен 1-2 çуллăха пăшал туянма, упрама, унпа усă курма паракан правасăр юлать. Пăшалпа патронĕсене те конфискацилеме пултараççĕ.

Сунар правилисене пăснăшăн яваплăха уйрăмах çирĕплетекен улшăнусене РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса 2013 çулта кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн сунар билетне 1-2 çула пăрахăçа кăлармаллине те пăхса хăварнă. Çакă вара сунар пăшалне упрама тата илсе çÿреме ирĕк панине туртса илмелли сăлтав шутланать.

Çавăн пекех травматика, газ пăшалĕсене те яланах кобурара чиксе çÿремелле.

Регионти хăрушсăрлăха тата лăпкă лару-тăрăва упрас тĕллевпе Чăваш Республикинчи Росгварди управленийĕ шалти ĕçсен органĕсемпе пĕрле профилактика мероприятийĕсем йĕркелет, пĕрлех çынсенчен усă курман пăшалсене йышăнать. Çакăншăн укçан парса хавхалантараççĕ.

А.АНТИПОВ,
Росгвардин Чăваш Енри пайĕн лицензипе ирĕк паракан уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code