Пятница, Январь 28, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экспорт ÿсет

Экспорт ÿсет

Чăваш Ен тыр-пулне чикĕ леш енче хапăл пулни – çĕнĕ хыпар мар. Çапах та тепĕр хут калаçу пуçарма сăлтав пур. Ку таранччен пирĕн тăрăхран ăсаннă ку йышши тавар выльăх апачĕлĕх пулнă темелле. Халĕ вара çимелли тулă Ирана кайнине палăртаççĕ Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем. Чĕр тавара ют çĕршыва ăсатиччен ăна ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ – унăн пахалăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетеççĕ. Тыр-пул пур енлĕн йĕркеллĕ пулсан Россельхознадзор ятарлă документ – фитосанитари сертификачĕ парать. Ку чухне чи малтан тыр-пулта сăтăрçăсем çуккине тĕпе хураççĕ.

Тырă хăрушсăрлăхĕпе пахалăхне çирĕплетекен документ – тивĕçтерÿ декларацийĕ /Декларация о соответствии/. Ăна Таможня пĕрлĕхĕн «Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламенчĕ илме хистет.

Нумаях пулмасть республикăра тырă управĕсене тĕрĕсленĕ май шăпах асăннă документ çуккине пĕлтереççĕ инспекторсем. Палăртмалла, çулсерен пĕр евĕрлĕ çитменлĕх-кăлтăк тĕл пулать: управсен çи виттийĕсем шыв яраççĕ, чÿречисем çук, алăкĕсем япăх хупăнаççĕ тата ытти те.

Юлашки вăхăтра тыр-пул пахалăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕрремĕш кварталта 39 пин тонна тырă тата унран хатĕрленĕ продукцие лабораторисенче тĕрĕслеттернĕ. ГОСТпа тата Таможня пĕрлĕхĕн техника регламенчĕпе килĕшсе тăнине тата ГМО енĕпе тĕпчевсем ирттернĕ.

Шел пулин те, япăх пахалăхлă, сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратакан тырă тупса палăртнине çирĕплетеççĕ лабораторисенчен, пĕтĕмпе – 8 пин тонна ытла. Тулăра, сăмахран, сăтăрçăсем пулнине тупса палăртнă. Çакăн йышши тĕслĕх Вăрнар, Çĕрпÿ, Йĕпреç районĕсенчи хуçалăхсенче пулнă. Патăрьел, Тăвай, Çĕрпÿ, Вăрнар, Комсомольски районĕсенчи хуçалăхсенчи тулă, кукуруза, урпа нÿрĕклĕх енчен тивĕçтермен тата ытти культурăпа хутăшса кайнă, пĕтĕмпе – 7 пин ытла тонна. Паллах, çак ушкăнри тырра сутма тата усă курма чарнă.

Чăваш тырри экспорта кайни аван. Анчах çакă – пысăк яваплăх та. Импортер-çĕршывсем пиртен паха тырă кĕтеççĕ. Пахалăх вара нумай чухне йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçленипе çыхăннă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code