Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсен служба тивĕçĕ çăмăл мар. Пысăк яваплăх ыйтакан çак тивĕçе пурнăçлама кашни çын пултараймĕ те. Кунта ĕçлеме профиль пĕлĕвĕ илнĕ, çар службинче пулса çирĕп ăс-хакăл пухнă, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă, хăюллă та патвар çынсене анчах илеççĕ. Пĕр сăмахпа, çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçи ятне иличчен çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Хальхи вăхăтра çулсем çинче автомашинăсен хисепĕ шав ÿссех пырать, апла пулсан, çул-йĕр инспекторĕсен яваплăхĕ, пушшех, калама çук пысăк. Вĕсем тăрăшнипе çул-йĕр çинче йĕрке хуçаланать, аварисене сирсе ярассишĕн вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çул çинче инкеке лекнисене чи малтан пулăшу параканĕсем те – çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн сотрудникĕсем. Паянхи уявра та вĕсем дежурствăра – çул çинчи хăрушсăрлăхшăн тимлеççĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕк район территорийĕнчи çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха сыхлакан сотрудниксем: Петр Львов, Сергей Вершков, Александр Скворцов тата Алексей Сергеев