Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем физической культуры и спорта

Поздравления с Днем физической культуры и спорта

Физкультурăпа спортăн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем!

Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Чăваш Республики – физкультура юхăмĕн йăлисем çирĕпленнĕ спорт регионĕ. Пирĕншĕн пысăк çитĕнÿсен спорчĕ валли резерв хатĕрлесси те, массăллă спорта аталантарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паян республикăра пурăнакансен 45 проценчĕ спортпа туслă. Вĕсем час-часах стадионсене, тренажер залĕсене, бассейнсене, физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекссене çÿреççĕ. Спортпа туслă çемьесемпе ĕç коллективĕсен, ачасен, ветерансен йышĕ çуллен хушăнса пырать. Спорт инфратытăмне аталантарни, усă курма меллĕ йĕркелени çапла тума май парать, ăна лайăхлатсах пыратпăр.

Пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче республика чысне ăнăçлă хÿтĕлекен спортсменсемпе тренерсем Чăваш Ен мăнаçлăхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсен спортри хастарлăхĕ, пысăк ăсталăхĕпе кăтартăвĕсем, çĕнтерĕвĕсем пире рекордсем, çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Хамăрăн ветерансене Чăваш Енри спорт юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн уйрăммăн тав тăватăп. Шăпах эсир республика паян мăнаçланакан йăласен никĕсне хывнă. Сирĕн тĕслĕх никĕсĕ çинче пулас чемпионсемпе спорт мастерĕсем çитĕнеççĕ.

Пурне те олимпиецсенни пек сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл, нумай çул хастар пулма, хăвăрăн вăя шанма тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                          Михаил ИГНАТЬЕВ

 

Хисеплĕ физкультурниксем, физкультурăпа спорта юратакансем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Спорт тата физкультура пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, çынна вăй, илем кĕртет, кăмăла çирĕплетет, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕç çине юлашки çулсенче ытларах та ытларах тимлĕх уйăрни, çынсем хăйсем те сывă пурнăç енне туртăнни – ырă пулăм. Паян районта спортпа туслашма пур майсем те пур.

Ачасен тренерĕсене, спорт ветеранĕсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнса ыттисене тĕслĕх кăтартакансене, спорт çитĕнĕвĕсемпе район чысне çĕклекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                                   И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                           Н.МИЛЛИН

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code