Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çитес çулхи ĕçе никĕслесе

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн иртнĕ ларăвĕнче наци проекчĕсене пурнăçламалли регион шайĕнчи проектсен паспорчĕсене тишкерсе çĕнетнĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республики 11 наци проектне пурнăçлама хутшăнать, вĕсемпе килĕшÿллĕн регионăн 52 проектне йĕркеленĕ. Вĕсенче палăртнă мероприятисем валли ултă çулта мĕн пур çăл куçран 74 миллиард тенкĕ ытла уйăрĕç. Кăçал проектсене укçапа тивĕçтермешкĕн регионăн пĕрлехи бюджетĕнче 10,2 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă 2019 çулхи бюджет тăкакĕсен 18 проценчĕпе танлашать.

Ларура сăмах илнисем çирĕплетнĕ тăрăх, АПК продукцийĕн экспорчĕпе, фермер ĕçне аталантарассипе, сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, вĕрентÿпе, цифра экономикипе çыхăннă проектсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ, курăмлă кăтартусем те пур.

Ларура нацпроектсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комитетсен çĕнетнĕ йышне çирĕплетнĕ. Халĕ комитетсенче Монополипе кĕрешекен служба представителĕсем те пур, çакă вĕсен ĕçне тухăçлăрах тума пулăшмалла.

ЧР Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин нацпроектсемпе çыхăннă çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.

Эрех-сăра сутмалла мар

Пурте пĕлетпĕр, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявсенче эрех сутма чараççĕ.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче те, Пĕлÿ кунĕнче, лавккасенче эрех-сăрана ваккăн сутма юрамĕ. Саккуна пăхăнманнисене явап тыттарма пултараççĕ.

«Театрлă Атăлçи»

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи представителĕ Игорь Комаров пуçарнипе тĕрлĕ регионта «Театрлă Атăлçи» проект пурнăçа кĕрет.

Çамрăксен пултарулăхне аталантарас, вĕсене театра юратма вĕрентес, театр ĕçне явăçтарас тĕллевпе йĕркелекен мероприятисем Чăваш Енре те иртеççĕ. «Пултарулăх шкулĕ» фестивале 647 ача хутшăннă, вĕсем 35 спектакль кăтартнă.

Чи маттуррисен ĕçĕсемпе театральноеприволжье.рф сайтра паллашма пулать.

Сăр шывĕ çумĕнчи хула

Етĕрне тăрăхĕнчи туризм бази 1972 çулта йĕркеленнĕ. Вăл 20 гектар çинче вырнаçнă.

1690 çулта йĕркеленнĕ Етĕрне хулинче малтанхи вăхăтра çар çыннисемпе вĕсен çемйисем пурăннă. Каярахпа хулара суту-илÿ вăй илнĕ, купсасем иленнĕ. Паян та вĕсен çурчĕсем аваллăха аса илтереççĕ. Хальхи вăхăтра хула туризм центрĕ пулса тăрать.

Сăр шывĕ çумĕнчи хулапа республикăра пурăнакансем кăна мар, инçетри хăнасем те тулли кăмăлпа паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code