Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçпе хитре хĕрарăм

Ĕçпе хитре хĕрарăм

Чĕререн тухакан ăшпиллĕ калаçу хаклă эмелрен те сиплĕрех. Пирĕн хушăмăрта ырă та çепĕç сывлăх сиплевçин пархатарлă профессине суйласа илнĕ çынсем пайтах. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл Елчĕкри тĕп больницăра медицина сестринче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, Елчĕк ялĕнче пурăнакан Антонина Петрова.

Çичĕ теçетке çула хыçа хăварса кашни ырă саманта хаклама пĕлекен Антонина Васильевнăна никам та хăйĕн çулне памасть. Вăл сăнĕпе те, кĕлеткипе те, вăр-варлăхĕпе те паян та тепĕр çамрăкран кая мар. Çутă та хитре сăн-питлĕ хĕрарăмăн ăшпиллĕхĕ тÿрех сисĕнет.

Ĕçчен алă ĕç тупать тенĕрен, килте ахаль ларма пĕлмест вăл. Умри палисадникре чечексем ÿстерме юратать. Мĕн тĕрли, тĕсли кăна çук унта. Уйрăмах розăсемпе пионсем ăшă çилпе илемлĕн хумханса иртен-çÿрен çынсене илĕртсе лараççĕ. Пÿрте кĕрсен стена çине çакнă хитре тĕрĕ-эреш, алăпа çыхнă вырăн çи виттийĕсем, хăй тăхăнакан кĕпе-кофтăн илемлĕ «патшалăхне» чăматăн. Кусем – Антонина Васильевнăн чун киленĕçĕ.

– Ăста та çыпăçуллă алăллă Антонина Васильевнăн япалисене районти, республикăри куравсенче нумай çын курса тĕлĕннĕ. Кирек хăçан та хăйĕн тĕрри-çаккисене выставкăна паратчĕ, шеллеместчĕ. Таймапуç ăна çавăншăн, музейçăсен ĕçне ăнланма пĕлнĕшĕн, – тесе аса илет районти тăван тавралăх халăх музейĕнче чылай çул тăрăшнă Валентина Вастулова.

Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕскер, пĕчĕкренех алла йĕппе çип тытма хăнăхнă Тоня. Районти тĕп больницăра вăй хунă чухне юратнă ĕçĕпе пушă вăхăтра каçсерен куç хупмасăр тăрмашнă. Вăл тĕрĕ тĕрлет-и е чĕнтĕр çыхать, тул çутăлнине сиссе те юлаймасть. Ал ăсталăхне халĕ те пăрахман. Ылтăн алăллă та ырă кăмăллă хĕрарăм кун иртнине те сисмест çакăн пек ĕçлесе. Халĕ те çулсерен Елчĕк ăстисен куравĕсене хутшăнать. Ял çыннисем унăн ĕçĕсене курса киленеççĕ. Чылайăшне вăл тус-тантăшĕсене, ачисене, çывăх тусĕсене парнелет.

Антонина çемьере пĕртен-пĕр хĕр çитĕннĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕн юратăвне пур енлĕн туйса ÿснĕ хĕр ачан пуласлăхĕ те çутă, ăнăçлă çын пулма майĕсем те ытларах. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех. Шкулта лайăх вĕренни, тăрăшулăхĕ, йывăрлăха парăнманни – акă мĕн яланах пулăшнă ăна. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль ларман Тоня. Аслă ăрури хĕрарăмсемпе пĕрле пăрçа, курăк çулнă, йĕтемре тырă миххисене арçынсенчен кая мар йăтнă.

Амăшĕн çынлăхне, пуян чунне курса ÿснĕ Тоньăн медсестра пулас ĕмĕт çуралнă. Раиса Андреевна нумай çул хушши Çирĕклĕ Шăхаль ял советне ертсе пынă, вăрманне те хăй каснă, ял халăхĕ валли пирвайхи шыв колонкисем те вăл пуçарнипех хута кайнă. Кайран Елчĕк райĕçтăвкомĕн пĕтĕмĕшле пай заведующийĕнче вăй хунă.

Тăххăрмĕш класс хыççăн Тоня Канашри медучилищĕне çул тытнă. Унтан вĕренсе тухсан районти тĕп больницăра ача-пăча уйрăмĕнче, каярахпа аслă сестрара тăрăшнă. Хастар та тăрăшуллăскер шаннине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран больница ертÿçисем ăна поликлиникăн тĕп медицина сестринче ĕçлеме сĕннĕ. Шаннă ĕçе яваплăхпа пуçăннă вăл. Антонина Васильевна коллективри кашни çынпа, медработник-и вăл е санитарка, пĕр чĕлхе тупнă. Сăмахпа кăна мар, кулленхи ĕçĕпе кăтартнă вăл хăйне. Общество пурнăçĕнчен те пăрăнман. Вăл больницăн профсоюз комитетĕнче, хĕрарăмсен канашĕнче чылай çул тăрăшнă. 1991 çулта «Районти чи лайăх медработник» ята тивĕçсе больницăн Хисеп кĕнеки çине кĕнĕ. Антонина Петрова – Чăваш ССР хĕрарăмĕсен VIII съезчĕн делегачĕ. Унăн сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнчи стажĕ 40 çул. Пултаруллă медработникăн Хисеп хучĕсемпе парнисене шутлама кирлех-ши; Чи пахи уншăн – ял çыннин хисепĕ.

Тирпейлĕ те харсăрскер çамрăкран лара-тăра пĕлмен. 19 çулта Антонинăна ялти пултаруллă çамрăк – Алексей Петров качча тухма ыйтать. Пĕрле туслă çÿренĕ йĕкĕтпе çемье çавăрсан çамрăк мăшăр ватăсемпе пурăнма пуçлать. Кайран Елчĕкре хваттер туянсан туслă çемьере виçĕ ывăл – Эдик, Николай, Юрий çут тĕнчене килеççĕ. Килте шăпăрлансен хаваслă сасси янăранинчен пахи нимĕн те çук. Юратура çуралнăскерсем чи телейлисем пулса ÿснĕ, шкул пĕтернĕ, çул çитсен салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ачисем ятарлă пĕлÿ илсе кашнийĕшĕ хăйсем юратакан профессисемпе тăрăшаççĕ. Вĕсемшĕн пурнăçра ашшĕпе амăшĕ тĕслĕх пулса тăнă. Алексей Иванович ĕмĕрĕпех шоферта тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ çамрăксен наставникĕ пулнипе палăрнă. Мăшăрĕ тава тивĕçлĕ ĕçшĕн илнĕ наградăсене Антонина Васильевна типтерлĕ упрать. Шел, çемье пуçĕ икĕ çул каялла, йывăр операци хыççăн, пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Петровсен Эдик ывăлĕ çемйипе Канашра, Николай Шупашкарта, Юрий Елчĕкре тĕпленсе пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çуртне юсаса, çирĕплетсе тăраççĕ ывăлсем. Нумаях пулмасть умри пахча решеткисене çĕнетрĕç, часах хапхапа гаража та çĕнĕ тĕс кĕртме планланă. Ултă мăнукĕпе, 1 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать асламăшĕ, вĕсене пулăшассишĕн ăнтăлать, ырăпа усала уйăрма вĕрентет.

Халĕ çитмĕл урлă каçнă хĕрарăм хăйсем тăрăшса лартнă пысăк та хăтлă, кермен пек çуртра пĕчченех пурăнать. Килте тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Канализаци ĕçлет, ванна-туалет пур, хулари хваттерсенчен те хăтлă вĕсен кил-çурчĕ. Картишĕнче тараса. Хуçалăха типтерлĕ тытса пырас тесе канăçнех çухатнă ĕç ветеранĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер килте пахча çимĕç нумай туса илет, пурнăç таппипе тан утса пырать.

– Ял пурнăçĕ килĕшет мана. Пахчари ĕçе хаваспах пурнăçлатăп. Чăх-чĕпсене, кроликсене юратса пăхатăп, – тет типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Унпа калаçнă май пурнăçра ырăлăх пуррине ĕненетĕн, юрату та, телей те юнашарах çÿренине туятăн. Алли-ури сывă, ачисем çемйисемпе тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ – çакăнтан пĕлтерĕшли нимĕн те çук амăшĕшĕн.

Антонина Васильевна çурта килекен тăванĕсене, кÿрши-аршине хăй янтăланă тутлă апат-çимĕçпе сăйлама кăмăллать. Вăл пĕçернĕ кукăль-пÿремĕче пурте юратса çиеççĕ. Яланхи тараватлăхĕпе тĕлĕнтерет вăл хăнасене. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса бассейна çÿреме те вăхăт тупать. 70 çул тултарсан харсăр хĕрарăм водитель правине алла илчĕ. Ватлăхра урисем ыратни руль умне ларма хистерĕ те ăна.

«Ĕç – пурнăç илемĕ», – девиза мала хурса пурăнать харсăр хĕрарăм.

– Кашни кун илемĕпе савăнса пурăнар, çынна яланах ырă сунар, вара кун-çул телейлĕ те илемлĕ пулĕ, – тет вăл.

Мĕнле килĕшмĕн патвар ĕç ветеранĕн сăмахĕсемпе…

Т.ИВАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Антонина Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code