Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Сивĕтрĕ!

Чăваш Республикинче çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать.

Çанталăк тăрук сивĕтнине кура социаллă инфраструктура объекчĕсене хутса ăшăтма тытăнасси паянхи кун тĕп ыйту пулса тăрать. ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко муниципалитет пуçлăхĕсемпе ВКС йĕркипе ирттернĕ канашлура та çак ыйту тавра уйрăммăн чарăнса тăнă.

Хальхи вăхăтра республикăра коммуналлă çурт-йĕрĕн 99 процентне хутса ăшăтма хатĕрлесе çитернĕ. 7 муниципаллă пĕрлешÿре – Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Тăвай районĕсенче, Канаш, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче ĕçе туллин йĕркелесе çитерейменнине палăртнă. Асăннă муниципалитет ертÿçисене çакăншăн министерство енчен сăмах лекнĕ, паллах. Вĕсене 1-2 кунра объектсене ăшă пама хатĕрлесе çитерме хушу панă.

Сăмах май, Елчĕк районĕнче виçĕмкун район центрĕнчи 3 садика, ĕнер мĕн пур шкула ăшăпа тивĕçтернĕ. Ку ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code