Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан кулян эс, ан кулян…

Ан кулян эс, ан кулян…

«Ватă çынсен пурнăçĕ ват тутиех», – теççĕ халăхра. Ире те, каçа та пĕччен ирттерекен карчăк-старикĕн кун-çулĕ пушшех йывăр. Чирлесе выртнă вăхăтра пĕр стакан шыв паракан çук чухне малашлăх çинчен мĕнле шухăшлайăн?

Çын пулăшăвĕсĕр пурăнайман ватăсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе уçăлчĕ те 15 çул каялла Лаш Таяпа ялĕнче ваттисен çурчĕ. Çак вăхăт хушшинче кунта 50 ытла ватăпа сусăр çын çемье ăшшине туйса пурăннă. Вĕсене пурне те апат-çимĕçпе, ăшă тумтирпе тивĕçтереççĕ. Шел пулин те, нумайăшĕ тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланаççĕ. Пĕрисем аран-аран утаççĕ, теприсем вырăн çинчен те тăраймаççĕ. Ватăсене районти тĕп больница специалисчĕсем вăхăтлă та васкавлă пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çапах та тĕп яваплăхĕ сумлă ватăсемшĕн çак çуртра тăрăшакан социаллă ĕçченсем çинче. Вĕсем яланах юн пусăмне е тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçнине пăхсах тăраççĕ. Вырăн çинчен тăрайманнисене тата пысăк тимлĕх кирлĕрен социаллă ĕçченсем вĕсене ăшшăн пăхаççĕ. Кашнине вăхăтлă пулăшу кÿме тăрăшаççĕ.

Ватăсемпе сусăрсем пурăнакан çуртри кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн чун ыратăвĕ. Кунти чи аслă та хисеплĕ çынсенчен пĕри – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕ Надежда Гавриловна Воронина. Кăçал вăл 87-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ.
Пилĕк çул ытла пурăнать Тутар Республикинчи Альбина Шавкина. Вăл 3-мĕш ушкăнри сусăр. Пурнăç шăпи çăмăл пулман унăн. Пĕччен тăрса юлнăран ватлăха кунта ирттерет.

– 63 çулта эпĕ. Пĕччен пурнăç пушшех йывăр. Хамăн пĕлĕшсем çак çурта пурăнма кайма сĕнсен ним шутламасăрах килĕшрĕм. Кунта пире питĕ тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ, тумтирпе тивĕçтереççĕ, япаласене çуса параççĕ. Пире тата мĕн кирлĕ? – савăнăçлă куççульне пытараймасăр пуплерĕ кинеми.

Альбина Петровна нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Пушă вăхăт пулсанах алса-чăлха çыхать. Хаçат-журнал та вулама юратать.

Çак ăшăлăх çурчĕ нумай ватăшăн тăван кил пекех пулса тăчĕ. Кунта вĕсене ăшăлăхпа çепĕçлĕх туйăмне парнелени темле мултан та хаклă. Ватлăха пĕчченлĕхре ирттермеççĕ стариксемпе кинемисем. Тĕрлĕ тĕл пулу каçĕсем, уявсем йĕркелеççĕ, пĕр-пĕрин çуралнă кунĕсене, юбилейĕсене паллă тăваççĕ.

Ватăсем хăйсене килти пекех туйччăр тесе пурăнмалли условисене çулсерен лайăхлатсах тăраççĕ. Пурнăç нуши-тертне астивнĕ çынсене патшалăх манмасть. Аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене тата вĕсене хÿтлĕх парассине лайăхлатас тĕллевпе федерацин «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» программине йышăннă. Вăл пурнăçа кĕрсе пырать.

– Пирĕн пата тĕрлĕ шăпаллă, терт-нушаллă, тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешекен çын килет. Эпир вĕсене кирлĕ канаш-сĕнÿ пама тăрăшатпăр. Хăйсен йывăр пурнăçĕнчи саманчĕсене манса кайччăр тесе хамăрăн ăшăлăхпа юратăва шеллеместпĕр, кашнине пысăк тимлĕх уйăратпăр, – теççĕ Лиана Князева ертÿçĕпе Ольга Игнатьева соцработник.

Вĕсем кунта 15 çул тăрăшса нушаллă çынсен шăпине чун-чĕрипе туяççĕ.

О.ИВАНОВА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрти пай ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code