Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк çитĕнÿ

Пысăк çитĕнÿ

Район администрацийĕн волейбол команди вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен республикăри Спартакиадинче пысăк çитĕнÿ тунă.

Канаш хулинчи «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ ăмăртура ултă команда вăй виçнĕ. Елчĕксем, тĕпрен илсен, пĕтĕм тĕл пулăва ăнăçлă вĕçленĕ, Шупашкар хулин командине 2:1 шутпа парăнтарса вара 3-мĕш вырăн йышăннă. Пуçласа бронза медальлĕ пулни – ылтăнпа танах.

Райадминистрацин спорт летопиçне çаксем «çырнă»: Алексей Мартышкин, Сергей Солин, Роза Воронцова, Татьяна Шадрикова, Михаил Егоров, Андрей Орехов тата Петр Смирнов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code