Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрхăр, конкурс!

Асăрхăр, конкурс!

2020 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет.

Çак паллă куна халалласа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансен хушшинче «Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул» ятпа конкурс ирттерме палăртать. Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вĕсен пурнăçĕ тата çапăçури паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен хастарлăхĕ çинчен тĕрленчĕк, статья çырма пултараççĕ.

Конкурс кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Ĕçсене тишкернĕ май комисси членĕсем темăна тарăн уçса панине, фактсене тĕрĕс палăртнине, хайлав çырас йĕркене çирĕп пăхăннине 2 жанрта та тĕпе хурĕç, 1,2,3-мĕш вырăн йышăнакансене дипломсемпе парнесем кĕтеççĕ.

Ĕçсене пирĕн пата почта урлă тата электронлă адреспа /elegena@bk.ru/ çырса яма е редакцие кĕрсе пама пултаратăр. Ĕçе кам пурнăçланине /хушамат, ят, аçăр ячĕ/, тулли адресăра тата телефон номерне çырма тата «Конкурса» тесе палăртма ан манăр.

Хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code