Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Татăклă кăтартусене палăртать

Татăклă кăтартусене палăртать

Кăçалхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кашни хула-ялта миçен пурăннине, пире малашлăхра мĕн кĕтнине пĕлме май парĕ.

Çыруçăсем çемье, пурăнмалли условисем, эпир хутшăнакан чĕлхе, наци йышĕ, мĕн ĕçлени, пĕлÿ пирки ыйтса пĕлеççĕ. Çак кăтартусем питех те кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл малашлăхра культура, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне палăртма кирлĕ. Ыйтусене патшалăх пулăшăвĕн сайчĕ е кĕсье телефонĕ урлă, НФЦра е çыруçăсем пулăшнипе çырса тултарма, хуравлама май пур.

Малтан ыйтса пĕлнĕ тăрăх, халăхăн 79 проценчĕ çырав кирлĕ тесе шутлать. Çав шутран 65 проценчĕ çырав кăтартăвĕсем патшалăха, обществăна /41/, ăслăлăх организацийĕсене /24/, бизнеса /12/ кирлине палăртнă. Тĕпчесе пĕлнĕ çынсен 7 проценчĕ ку ыйтăва хуравлама тăхтанă. Ыйтăма хутшăннисем çырав халăх хисепне /84/, халăх /80/ тата наци йышне /69/ пĕлме, социаллă политикăн тухăçлăхне лайăхлатма /71/, историшĕн /69/, çĕршыв аталанăвне /68/, социаллă тÿлеве планлама /66/, халăхăн пурнăç условийĕсем пирки сведени пухма /67/ кирлĕ тесе палăртнă.

2020 çулхи çырав пирки çынсем ăçтан пĕлнĕ? Çак ыйту çине çапла хуравланă: ыйтăмран /51/, сас-хураран /32/, ахалех пĕлнĕ /17/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code