Калав
Наташа — çемьере улттăмĕш хĕр ача. Паян вăл шкулпа, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сыв пуллашать. Юлашки шăнкăрав! Камăн асĕнче юлман-ши вăл? Хумхану, ачалăх — хыçра, умра — пуласлăх, çĕнĕлĕх. Мĕн тери илемлĕ пурнăç!
— Наташа, — чĕнчĕ ăна вунă çул пĕр парта хушшинче ларнă Люда, — ачасем пурте шуçăм кĕтсе илме каятпăр теççĕ. Эпир те каяр-и?
— Каятпăр, Люда. Эпир текех пĕчĕк мар, çавăнпа ачасем тесе ан кала, хĕрсемпе яшсем эпир.
Людăпа Наташа алран алă тытăнса ушкăн хыççăн утрĕç. Хĕрсен сыв пуллашу каçĕ валли ятарласа çĕлеттернĕ кĕписем çилпе вĕлкĕшеççĕ, катаран курăнаççĕ. Яшсем пĕр-пĕрне тĕрткелесе шавлăн калаçса утаççĕ.
— Рита, кăлар сумкăра мĕн пуррине, — хушрĕ Коля пысăк сумкине çĕре лартса. — Кĕçех тул çутăлать, пирĕн вара нимĕн те хатĕр мар.
— Ан васка, васкакан арăмĕнчен савăнман тет, — тĕртсе илчĕ ăна Рита. Çапла шỹтлекелесе, ахăркаласа хĕрсем курăк çине çитти сарчĕç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Яшсем эрех кăларчĕç. Хальччен эрех тутине пĕлмен хĕрсем кăна сивлерĕç пулин те каччăсем çине тăнипе шăпланчĕç.
— Наташа, эс класс старости, çавăнпа сана сăмах паратпăр.
Наташа вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ. Унтан хăй çине пăхакан куçсене асăрхаса калаçма пуçларĕ.
— Хальччен кун пек уявсенче пулса курман та сăмахне те калама пĕлместĕп, — турткаланчĕ вăл.
— Эс ăшра мĕн пуррине кала, — хистерĕç ăна.
— Юрĕ, эппин, — хăйне алла илчĕ Наташа. — Паян эпир сирĕнпе ачалăхпа сыв пуллашатпăр, савăнатпăр. Малашлăх пире пурне те илĕртет. Пурнăç яланах савăк пулассăн туйăнать. Çапла пултăр та. Эпĕ сире пурне те хăвăр çулăра шыраса тупма, телейлĕ пулма сунатăп. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсене манас марччĕ. Кирек ăçта кайсан та çыру çỹретер.
— Тĕрĕс, Наташа,- алă çупрĕç итлесе ларакансем. — Атьăр, пĕр-пĕрне манмастпăр тесе тупа тăватпăр.
Чылайччен шавларĕç çамрăксем. Кăвак шуçăмччен лăпланмарĕ улăх. Ирхине çеç киле кĕрсе выртнă Наташăн ыйхи килмерĕ. Иртнĕ каçа, унăн кашни самантне аса илчĕ.
Акă юнашар парта хушшинче ларнă Лева ун çине куç сиктермесĕр пăхать. Ыттисем курман чухне ун аллине ачашласа илет. Хальччен ун пеккине сисмен Наташа шалтах тĕлĕнчĕ. Каччă йăлăхтарса çитерсен ун çине сиввĕн пăхрĕ, аллине сирчĕ. Çынпа калаçма та именекен Лева сасартăк пуçне пĕкрĕ. Наташа çине тунсăхлăн пăхса илчĕ: «Каçар, Наташа, эп сана виç çул юратса пурăнатăп, анчах эс ăна сисмерĕн. Паян эрех пуçа минретрĕ пулас, каçар», — тесе айккинелле пăрăнчĕ.
Лева ушкăнран пăрахса кайсан Наташа савăнчĕ. Çапла-çке вăл, хăв юратман çыннăн асапĕ куçа курăнмастъ, унран тăрăхлатăн çеç.
«Унтан… унтан мĕн пулнăччĕ-ха? — асаилỹ çăмхине малалла сỹтрĕ хĕр. — А-а, Костя…»
— Салам яш-кĕрĕме, — тесе аслăрах яшсен ушкăнĕ вĕсем патне çитрĕ. — Мĕн ĕçетĕр? О-о, ликер! Шур эрех те пур. Да-а, çитĕнтĕр çав эсир.
Костя Наташа патне утса пычĕ, ăна çупăрласа çамкинчен чуп турĕ. «Кĕçĕр тĕл пулатпăр-и?» — пăшăлтатрĕ каччăн тути. Ун вĕри сывлăшĕ хĕр пуçне минретрĕ. Ытла та ачашшăн, çепĕççĕн илтĕнчĕç ун сăмахĕсем. «Ăхă», — терĕ те вăл шăппăн ушкăнран уйрăлчĕ. «Костя… Костенька, — пашăлтатрĕ вăл, — мĕн тери юрататăп эп сана, ман сансăр пурнăç çук…»
Наташа майĕпен ялалла утрĕ. Туйрĕ вăл, Костя хĕр ăçталла утнине сăнасах тăрать. Эппин, кĕçех хăваласа çитме кирлĕ. Çĕрĕпе алла-аллăн тытăнса утĕç вĕсем. Чĕрере мĕн пуррине йăлтах калĕ ăна паян Наташа. Ун чĕри ыррăн тапрĕ.
«Хĕр вăл тармĕ, эрех пĕтме пултарать», — шухăшларĕ Костя çурри таран пушанма ĕлкĕрнĕ кĕленчесене пăхса. Наташа хыççăн чупма васкамарĕ.
— Яшсем, ярар-ха пĕрер черкке эрех, эсир шкул пĕтерсе çар ретне тăрас ятпа. Эпир те сирĕн пекех айван пулнă тахçан.
Черкке хыççăн черкке ĕçрĕ нумаях пулмасть çартан таврăннă Костя. Унтан тайăлкаласа Наташа кайнă еннелле утрĕ. Çамрăксем вăл пăрахса утнине сисмерĕç те. Пĕр мăшăр куç кăна ăна чĕререн хурланса, сиввĕн пăхса ăсатрĕ.
Наташа хăйсен килĕ тĕлĕнче ỹсекен вĕрене çумĕнчи сак çине ларчĕ. Çамрăк вĕрене çулçисем ăна çỹçрен ачашлаççĕ, ирхи çилпе сулкалашса хĕре питрен кăтăклаççĕ. «Кам лартнă-ши çак вĕренене? — шухăшларĕ Наташа. — Хăех шăтнă ĕнтĕ. Çавăн пек йывăç-çке вăл, вăрри таçтан çилпе вĕçсе килсе ỹкет те шăтатъ, ỹсет вара».
— Мана кĕтетĕн-и? — шухăшне татрĕ Костя сасси.
— Ларап ыйхă килменрен.
— Мĕншĕн салху? Санăн паян савăнмалла. Эс пур, пуçна усатăн. Наташа, шăнтать мана. Пỹртрен мĕн те пулин илсе тух-ха ăшăнма.
Хĕр ашшĕ-амăшне вăратасран шикленсе пỹрте шăппăн кĕрсе тухрĕ.
— Ме, тăхăн.
— Наташа, пĕлетĕн-и, эп сана питĕ юрататăп. Ялан сан çинчен шухăшланипе пуç ыратса çỹрет, — хĕре ыталама пăхрĕ Костя. — Сисрĕм эпĕ, эсĕ те мана килĕштеретĕн, çапла-и?
Наташа хальччен кун пирки чуна уçса калаçса курманран пуçне пĕкрĕ.
— Юрататăн, эп пĕлетĕп. Санăн куçусем калаççĕ мана ун пирки. Эппин, мĕншĕн вăраха ямалла? Эс ĕнтĕ çитĕннĕ хĕр. Пул ман арăм.
— М… мĕн?! — сасартăк çухалса кайрĕ Наташа. — Качча тухма иртерех-ха мана.
— Ухмах, кам качча тухасси пирки калаçать-ха кунта. Эпĕ сана арлă-арăмлă пуласси çинчен каларăм.
— Мĕнле. Пĕрлешмесĕрех-и? — хăранипе чĕтреме пуçларĕ Наташа.
— Мĕн пулать вара уншăн? Халĕ чылайăшĕ çапла пурăнать. Юрататпăр-çке эпир пĕр-пĕрне. Э-э, сан урăххи пур пулĕ-çке. Илтрĕм-ха Лева сан çума çыпăçни çинчен.
— Костя, мĕн калаçан? Лева ача-ха вăл. Çỹллĕшĕпе те пĕчĕк манран. Эп… сана килĕштеретĕп.
— Эпĕ те, Наташа, эпĕ те.
Костя хĕре ыталаса чуп тума пуçларĕ. Наташăн пуçне те эрех, те юрату сĕрĕмĕ анратрĕ — кăна вăл хăй те ăнланса илеймерĕ.
… Наташа минтерĕ йĕп-йĕпе. Куççульне шăлма шутламарĕ вăл. Тен, çылăхне çуса кăларĕ. Паян хĕр ĕмĕрĕн юлашки каçĕ. Пăрахмĕ-ши ăна кун хыççăн Костя?
— Наташа, тăр хăвăртрах, касу хăваламалла. Эс халь те çывăран мар-и? — хĕрне пырса силлерĕ амăшĕ.
Хĕрĕ çĕрĕпе куç хупманнине тата ирхи вăрттăнлăх пирки пĕлсен мĕн тунă пулĕччĕ-ши Марье аппа. Ахаль те харсăрскер, çỹçрен турта-турта хĕнетчĕ ĕнтĕ.
…Кун хыççăн кун иртрĕ. Наташăпа Костя çывăхланнăçемĕн çывăхланса пычĕç. Наташа каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Ĕçсене пуçтарсанах вĕрене айне Костьăна кĕтме тухса ларчĕ. Юратăвĕ пысăклансах, ỹссех пычĕ вĕсен. Костя калакан ачаш сăмахсем хĕр чĕрине ыррăн ыраттарчĕç. Хăйĕн юратăвĕ çинчен кама та пулин каласа парса пĕрле савăнас килчĕ. Анчах ăна Костя хăйсем çинчен никама та каласа пама хушманни лăплантарчĕ. Пĕр вĕрене çеç, çилпе вĕçсе килсе шăтнă вĕрене, хĕр вăрттăнлăхне пĕлсе тăчĕ, унпа пĕрле савăннăн, ешернĕçемĕн ешерсе пычĕ, çỹлелле кармашрĕ.
Икĕ чун пĕр-пĕрне юратсан виççĕмĕшне чун кĕрет. Наташăран та пăрăнмарĕ çак ăраскал. Пĕррехинче, улăха утă пуçтарма кайсан, Наташа пуçĕ çаврăннине, ăшĕ йĕкленнине туйрĕ. Вăйсăрланса çĕр çине ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм, тем ыратать-им? — амăшĕ чупса пырса ыталарĕ хĕрне.
— Тем, пуç çаврăнать, анне.
— Хĕвел çинче нумай çỹренĕрен пулĕ. Пыр, кайса выртах.
Анчах тепĕр кун та, эрнерен те иртмерĕ пуç çаврăнни. Ирсерен ăшĕ йĕкленнипе сарайне вăрттăн тухса хăсрĕ.
— Итле-ха, Наташ, — чарчĕ ăна пĕррехинче аслăк айĕнчен тухнă чухне хуларан курма килнĕ аппăшĕ, — эс йывăр çын мар-и?
Ку кĕтмен ыйту пулнипе Наташа пĕр самант нимĕн калама аптăраса тăчĕ. Унтан шăппăн: «Пĕлместĕп», — терĕ.
— Ыранах манпа хулана пыратăн. Палланă тухтăр патне илсе каятăп. Килтисене халех ан шарла.
…Наташăн ача пулать. Савăнмалла-ши куншăн е хурланмалла? Зоя аппăшĕ кун çинчен пĕлсен ăна намăслантарса пĕтерчĕ: «Пирĕн йăхра хĕр пуççăн ача тăвакан пулман, намăссăр! Аттепе анне пĕлсен пуçна çиеç вĕт!»
Улькка Эльмен.
Малалли пулать.

