Кăçал çулла Чăваш Енре «Сывлăх патне — утăм» проект çĕнĕрен вăй илет. Халăх ăна малалла тăсма ыйтнипе çыхăннă çакă.
РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, çавăн пекех медицина ĕçченĕсем пĕрле пухăнса асăннă проекта çĕнĕрен пуçарса ярассипе çыхăннă хатĕрленỹ ĕçĕсене тишкернĕ. Иртнĕ çул сывлăх управçисем 550 вырăна тухса 69 пин ытла çынна тĕрĕсленĕ, пĕрремĕш хут 1570 чире, çав шутра онкологин малтанхи тапхăрĕсене те, тупса палăртнă. Кăçал çĕнĕлĕх те пур: проектăн мобильлĕ пункчĕсем çумне «Кардиопоездсем» тата «Ача-пăча тухтăрĕ» тухса çỹрекен бригадăсем хушăнĕç. Округ центрĕнчен самай аякра пурăнакансене тата ĕç коллективĕсене уйрăм тимлĕх уйăрĕç. 500 ытла вырăна тухса 73 пине яхăн çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме палăртнă кăçал. «Ача-пăча тухтăрĕ» бригада халăх патне пĕрремĕш хут июнĕн 1-мĕшĕнче тухĕ, «Кардиопоезд» — июнĕн 4-мĕшĕнче. Проектăн йăлана кĕнĕ медицина чатăрĕ вара июнĕн 24-мĕшĕнче пуçланĕ.

