Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар»

«Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар»

ятпа районти хĕрарăмсен канашĕ «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе пĕрле конкурс ирттерет. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Конкурса хутшăнакан кирек мĕнле жанрпа çырнă материалта хамăр районтан тухнă вăрçă ветеранĕсем – хĕрарăмсем çинчен çырмалла. Сăн ÿкерчĕк пулсан тата та паха.

Пултарулăх ăмăртăвĕ çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Ĕçсене район хаçатĕнче пичетлĕпĕр. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе чыслатпăр, чи лайăх хайлавсене пухса брошюра кăларатпăр.

Конкурс ĕçĕсене хаçат редакцине е Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра /Пушкин тăкăрлăкĕ, 8 çурт/ кĕртсе памалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-52-57.

Йĕркелÿ ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code