Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хоккей турнирĕсенче

Хоккей турнирĕсенче

Çĕрпÿ. 2007-2008 çулсенче çуралнă шкул ачисем «Ылтăн шайба» клубĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн финалта ăмăртнă.

Районти шкул ачисен пĕрлехи команди Вăрнар, Патăрьел районĕсен командисене пĕчĕк шутпа выляса янă, 3-мĕш вырăншăн вара вĕсем Çĕрпÿри тантăшĕсене нимĕнле шанăç та хăварман – 7:0. Хоккеистсене турнирсене Георгий Адюковпа Сергей Александров тренерсем хатĕрленĕ.

Лаш Таяпа. Тĕп хулари «Солнечный» районта çурт-йĕр çĕклекен «Удача» строительство компанийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Динамо» /Мускав/, «Динамо» /Шупашкар/, «Буинск», «Лаш Таяпа» командăсем хăйсен клюшкисене хĕреслентернĕ.

Турнирта Шупашкарти опытлă динамовецсем çĕнтернĕ. Кил хуçисен 2-мĕш вырăнĕ те сумлă. Вĕсен йышĕнчи Никита Александров чи çамрăк вăйăçăна СССР, Раççей хоккей легендин Александр Якушевăн ятлă клюшкине парнелени те мĕне тăрать! Командăри турнирăн «Чи лайăх вратарĕ» ята тивĕçнĕ Артем Князев та парнесĕр юлман. 3-мĕш вырăна Тутарстан спортсменĕсем тухнă.

Аслă Елчĕк. Ялти интернационалист салтаксене асăнса ирттернĕ 7-мĕш турнирта çитĕннисен 5 команди вăй виçнĕ.

Каçченех тăсăлнă турнирта Лаш Таяпа ял тăрăхĕн команди кăçалхипе 4-мĕш хут çитĕнÿ тунă.
Патреккелсемпе Аслă Елчĕксем – призерсем. Вăйăсенче аслисем хушшинче шкул ачисем те çухалса кайман. Апла кăна та мар. Ятарлă призсене те илме пултарнă. Роман Гаврилов, акă, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята тивĕçнĕ. Артем Князев вратарь – ку турнирта та чи пултарулли.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code