Чылайăшĕ хăйсен вăрçăра пулнă аслашшĕ-кукашшĕ, тăванĕ пирки РФ Оборона министерствин интернет-сайчĕсенче /«Подвиг народа», «Память народа», «Мемориал»/ информаци шырани ырă пулăм. Çак çăлкуçсемпе усă курса ентешсем пирки пĕлме май килчĕ. Тĕмер ялĕнче пурăнакансене хăйсен тăванĕсем пирки çырнă информацисене тата сăн ÿкерчĕксене хамăр ялти библиотекăна пама ыйтатăп. Вĕсем манăн çĕнĕ «Никамăн та вилес килмен» кĕнекери /ăна хальлĕхе çакăн пек ят панă, тен, вăл улшăнать те/ «Салтак, вăрçă ачисем» пайра вырăн тупĕç. Статьясене асăннă сайтсемпе, халь пурăнакан ватăсен аса илĕвĕсемпе, çар билечĕсемпе, ЧР Çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕнчи документсемпе тĕрĕсленнĕ информаципе усă курса çырнă.
Федор Иванович Аверьянов
/1909-1944/
Федор Аверьянов иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ялта активлă комсомолец пулнипе палăрнă. «Колхоз ялавĕ» хаçатăн вăрçă умĕнхи ялкорĕсен йышĕнче унăн хушамачĕ те тĕл пулать. Шел пулин те, вăрçăра вилнисен списокĕнче вăл пĕрремĕш тăрать.
«Память народа.ру» сайтра ун пирки 2 документ тупма май килчĕ. Пĕрремĕшĕ – Ф.Аверьянова, унпа пĕрле çапăçура палăрнă ытти салтакпа офицера СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн ячĕпе «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăласси çинчен стрелоксен 85 гварди дивизийĕн стрелоксен 253 гварди полкĕн командирĕ Ларец подполковник 1943 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче çырнă 031 №-лĕ приказра пирĕн ентеш «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнисен йышĕнче виççĕмĕш. Мĕнле паттăрлăх кăтартнăшăн панине те çырнă, ăна пĕр улăштармасăр вырăслах илсе кăтартатпăр: «…Наградить … минометчика 3 минометной роты гвардии красноармейца Аверьянова Федора Ивановича. В боевой обстановке смел и решителен. В момент наступления следовал в боевых порядках пехоты и поддерживал его огнем, сосредотовшегося противника для контратаки накрыл минометным огнем и рассеял, контратака противника была сорвана.
1909 г.р., колхозник, б. п, чуваш, мобилизован в КА 8 марта 1942 года Яльчикским райвоенкоматом Чувашской АССР. Наград не имеет. Ранен 1мая и 28 декабря 1942 года» /http://podvignaroda.ru/.#id=21665934&tab=navDetailManAward/.
Ф.Аверьянов çапăçнă гварди полкĕпе дивизийĕн историйĕ те кăсăклă. Ăна 1941 çул вĕçĕнче Горький облаçĕнчи Шахун станцийĕнче йĕркелеме пуçланă. Ун чухне стрелоксен 118-мĕш дивизийĕ пулнăскерте Чăваш Енре çуралса ÿснĕ салтаксемпе офицерсем чылаййăн службăра тăнă. Дивизи командирĕ – Андрей Веденин полковник. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче дивизие комплектласа çитернĕ, июлĕн 28-мĕшĕнче Ржев хули çывăхĕнчи Держа тăрăхĕнче наступление куçма хатĕрленсе çитнĕ. Августăн 4-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Анчах ку тăрăхра фронт 1943 çулхи март уйăхĕчченех улшăнман. Мартăн 2-мĕшĕнче Хĕвеланăç фронтĕнче чи малтан наступлени пуçарса янă. Ржев çывăхĕнче фашистсен çирĕп оборонине татса кĕнĕ, вĕсене каялла хĕсме тытăннă. Ржев патĕнчи çапăçусемшĕн 118-мĕш дивизие гварди ятне панă, унăн номерне улăштарнă – 85-мĕш гварди дивизийĕ туса хунă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче вăл Хĕрлĕ Çарта чи паллă, лайăх хĕç-пăшалланнă, çапăçусенче туптаннă соединени шутланнă. Ăна тăшманăн вăйлă çирĕплетнĕ оборонине çĕмĕрсе кĕме явăçтарнă. Çакнашкал çапăçусенче хăй те пысăк çухатусем тÿснĕ, пĕринче Ф.Аверьянова та амантнă. Сывалсан вăл 22 гварди дивизийĕнчи стрелоксен 65 гварди полкне лекнĕ.
Иккĕмĕш документ Ф.Аверьяновпа тата çак полкпа çыхăннă. 22 гварди дивизийĕн 65 гварди полкĕ 1944 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Латви ССРне кĕрекен Любановски районĕнчи Лидиминиски ялĕ çывăхĕнче пысăк çухату тÿснĕ. «Именной список безвозвратных потерь рядового, младшего командного состава 65 гв. стр. полка» ятлă çар документĕнче 215 салтакпа кĕçĕн командир хушамачĕ çырăннă. Списокри 185-мĕш салтак пирки çапла çырнă: «Аверьянов Ф.И., рядовой стрелок, кандидат в члены ВКП/б/, убит 06.08.1944 г., похоронен 500 метров западнее д. Лидиминиски, место жительство родственников с. Новое Тинчурино Яльчикского района Чув.АССР, жена – Аверьянова Ольга Александровна».
Александр Васильевич Гордеев
/1914-1942/
Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕнчи Ржев хули патĕнчи çапăçусенче 1941 çулхи кĕркуннерен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен миçе 100 пин салтакпа офицер вилнине, сусăрланнине тĕп-тĕрĕс никам та пĕлмест ахăр. Историрен çакă паллă: Ржев хули çывăхĕнче пирĕн 3 арми çапăçнă. Ку тăрăхра питĕ хаяр çапăçусем пынă. Вĕсене пирĕн ентешсем те сахаллăн мар хутшăннă.
Стрелоксен 139 дивизине вăрçă умĕн, вăрçă вăхăтĕнче икĕ хутчен тыла илсе тухса çĕнĕрен йĕркеленĕ. Виççĕмĕшне 1941 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче пуçланă та 1942 çулта вĕçленĕ. Дивизи 1942 çулхи августăн 12-мĕшĕнче пирĕн çарсем пуçарнă Ржев-Сычев тапăну операцине хутшăннă. Çак дивизире Елчĕк районĕнчен çара кайнă темиçе çĕр салтакпа офицер службăра тăнă. Вĕсенчен пĕри – Александр Гордеев лейтенант. Стрелоксен 609 полк штабĕн начальникне разведка енĕпе пулăшаканĕшĕн пĕрремĕш тата юлашки çапăçу 1942 çулхи августăн 12-мĕшĕнче пулнă. Ăна Ржев районĕнчи Теленково ялĕнчен 1 çухрăм çурçĕререх пытарнă. Çакăн çинчен Тĕмере амăшĕ – Анастасия Терентьевна Гордеева патне çырса пĕлтернĕ.
Стрелоксен 609 полкĕ августăн 10-20-мĕшĕсенче çапăçусенче 224 салтакпа офицера пуçĕпех çухатнă. Аманнисем икĕ-виçĕ хут нумайрах. Çапла вара 10 куна пынă çапăçусенче полкран нимĕн те юлман. Вилсе е аманса стройран тухнă салтаксемпе офицерсем вырăнне çĕннисене – çар ĕçне сахал вĕрентнисене, чылай чухне начар хĕç-пăшалланнисене илсе килнĕ. Çавăнпах пирĕн енчен çухатусем питĕ пысăк пулнă. Ржев хули çинчен сăмах хускатсанах Александр Твардовскин «Я убит подо Ржевом» сăвви аса килет.
609 полкрах Тĕмер çынни Николай Ленцов санинструктор пулса çапăçнă. Вăл тепĕр уйăхран йывăр аманса стройран тухнă. Пĕр ял çыннисем пĕр-пĕринпе курнăçнă-ши? Халĕ çакна никам та каласа парас çук ĕнтĕ.
Тĕмер ялĕнче А.Гордеева астăвакансем халĕ питĕ сахаллăн юлнă.Вĕсен çурчĕ пысăк çăлкуç çывăхĕнчи сăрт çинче ларать. Пушă çурт вăл.Вăрçăччен унта та пурнăç тапса тăнă.
Николай АЛЕКСЕЕВ,
РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ.