Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк МТСĕн агрономĕ

Елчĕк МТСĕн агрономĕ

те пулнă вăл. Анчах ăраскалĕ ăна ку ĕçе нумай çуллăха пăрахма хистенĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан, офицер пулса, çĕршыва хÿтĕлеме тăнă вăл.

Акчел ялĕнче пурăнакан Тамара Ивановна Указова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Смирнова/ мана сăн ÿкерчĕкри çынсемпе паллаштарчĕ. Совет Çарĕн офицерĕн тумне тăхăннă арçын – унăн ашшĕ – Иван Семенович Смирнов, амăшĕ – Елизавета Ивановна тата çулталăкри аппăшĕ – Валентина. Сăн ÿкерчĕке вара 1947 çулта, ашшĕ вăрçă чарăннă хыççăн Австри çĕршывĕнче çар службинче тăнă вăхăтра тунă. Пуçра пĕр шухăш пулчĕ: «Çакăн пек çынсен тивлетне пула 75 çул эпир çĕр çинче тăнăçлă пурнăçпа пурăнатпăр мар-и?» Сăмах май, çакна та каласа хăварам: хальхи вăхăтра тĕнчере çĕнĕ вирус, хăрушă чир алхаснă вăхăтра, вăрçă çулĕсенчи çынсем пек, çирĕп кăмăллă пулса çĕнтерÿ пуласса, чире парăнтарас шанчăка çухатас марччĕ пирĕн!

Иван Семенович Смирнов Тÿскел ялĕнче 1914 çулхи майăн 16-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çăмăл килмен унăн ачалăхĕ. 1921 çулта, çиччĕ те тултарайман арçын ача, тăр тăлăха тăрса юлнă. Çав çул ашшĕпе амăшĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Арçын ачана тăлăх ачасен çуртне илнĕ. Анчах çакна ашшĕн йăмăкĕ – Татьяна Спиридоновна чĕрине ыраттармасăр чăтса тăма пултарайман. Вăл тăлăх ачасен çуртне кайса Ивана каялла яла илсе килет. Çапла майпа Иван Тятюк аппăшĕ патĕнче пурăнать, Елчĕк шкулĕнче 8 класс пĕтерет. 1930 çулта Ульяновск хулинчи ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Агроном специальноçне алла илнĕскер, техникум направленийĕпе Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç салинче агрономра ĕçлеме тытăнать. 1935 çулта хамăр районта МТС /машинăпа трактор станцийĕ/ йĕркеленсен вăл тăван тăрăха таврăнать – кунта агроном пулса ĕçлеме тытăнать. 1935 çулхи сентябрь уйăхĕнче, Хĕрлĕ Çар ретне тăма ячĕ тухсан, мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн агроном ĕçне пăрахма тивет.

Хĕрлĕ Çар ретне тăрсанах ăна Тамбов хулинчи пехотăн çар училищине вĕренме илеççĕ. Вăл çар училищин курсанчĕ пулса тăрать. 1938 çулхи май уйăхĕнче, Тамбов хулинчи çар училищине хупнă май, ăна – çамрăк лейтенанта, Белорусси çĕрĕ çинчи Уйрăм /Особый/ çар округне службăна илнĕ. Кунта ăна 27-мĕш Стрелковăй дивизин 81-мĕш Стрелковăй полкĕн рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Пирĕн çĕршывшăн йывăр вăхăт çитессе – вăрçă пуçланма пултарасса Хĕрлĕ Çарăн аслă çар командованийĕ пĕлсе тăнă ĕнтĕ. Çакна шута илсе Хĕрлĕ Çарти пултаруллă çамрăк офицерсене çар техникине тĕплĕнрех вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕрен çар училищисене вĕренме янă. Иван Смирнов лейтенант шăпах çак юхăма лекнĕ. 1941 çулхи май уйăхĕнче ăна Орел хулинчи Бронетанковăй училищĕне вĕренме яраççĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланать, училище курсанчĕсене Краснодар крайне кĕрекен Майкоп хулине куçараççĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче, нимĕç фашисчĕсем Сталинград хули патне çывхарса пынă вăхăтра, курсантсем те вăрçă хирне кĕреççĕ. Степной фронтăн танксене хирĕç кĕрешекен 20-мĕш бригада йышĕнче тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулма тивет унăн. Сталинград патĕнчи çапăçусем хыççăн вара /вăрçă вĕçленичченех/ Украинăн 1-мĕш фрончĕн шутĕнче тăрса тăшман эшкерĕпе кĕрешет. Гвардин аслă лейтенанчĕ нимĕç фашисчĕсене хăйсен йăвинче – Берлин хулине тĕпленĕ çĕрте палăрнă. Берлин хулине илнĕ çĕрте паттăрлăх кăтартнăшăн вăл икĕ хутчен Сталин Гвардийĕн грамотине тата Верховнăй Главнокомандующин – Сталинăн Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă.

Тăшмана тĕп тăвас ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Семенович Смирнов аслă лейтенант Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене илме тивĕçлĕ пулнă.

Фашистла Германие çапса аркатнă хыççăн 1945 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1947 çулхи февраль уйăхĕ таран Австри çĕрĕ çинче тăракан Совет çарĕн ушкăнĕнче службăра пулнă. Тăван ялне 1948 çулхи март уйăхĕнче Карпат çар округĕнчи 3-мĕш гаубицăллă артиллерин гварди бригадинче службăра тăнă хыççăн таврăнать. Совет Çарĕн офицерĕн, çарти автоинструкторăн, вăрçă суранĕсем аптăратнине пула, çар службине ял пурнăçĕпе улăштарма тивнĕ. Тăван яла – Тÿскеле таврăннă хыççăн, 1948-1954 çулсенче Елчĕк КПСС райкомĕнче яваплă вырăнсенче вăй хунă, пĕр вăхăт КПСС райкомĕн ял хуçалăх пайне ертсе пынă. 1954 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Пурăннă чухне çĕнтерÿçĕ-салтак Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пурнăçран уйрăлса каясса шутлама та пултарайман, паллах. Шăпа вара ăна çапла пÿрнĕ: 1970 çулхи майăн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă вăл.

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code