Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем те пулăшаççĕ

Депутатсем те пулăшаççĕ

Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек – коронавирус чирĕ Чăваш Республикинче, çав шутра Елчĕк районĕнче те сарăлсах пырать. Лару-тăру кашни кун çивĕчленет.

…Çакăн пек хăрушлăх тухса тăрасса никам та кĕтменрен малтанласа чиртен хÿтĕленсе сăмса-çăвара хупламалли маскăсене те ниçтан туянма пулмарĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе лару-тăру аванрах – вĕсене аптекăсене кÿрсе килме тытăннă.

Апла пулин те Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Красновпа Юрий Попов çак çăмăл мар вăхăтра район çыннисене хăйсен енчен пулăшма пулнă. Çакна шута илсе вĕсем 200 штук маска илсе çитернĕ.

Килте лармалла, урама тухса çÿреме юрамасть пулин те, Петр Краснов депутат çак эрнере Елчĕкре пулнă, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă. Маскăсене пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçре тăрăшакансене – медицина ĕçченĕсемпе мобильлĕ ушкăн йышĕнчи çынсене – халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене ирттерме хутшăнакансене валеçсе пама калаçса татăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code