Вăрçă вăхăтĕнче Совет Союзĕнче мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлнă тата пурлăх пĕтнĕ; 1941-1945 çулсенче апат-çимĕç хакĕсем мĕнле улшăнса пынă; Хĕç-пăшал туса кăларма мĕн чухлĕ тăкакланă; Çак тата ытти нумай ыйту çине Раççей статистикин «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи» /«Великая Отечественная война»/ ятарлă пуххинче хурав тупма пулать. Статистикăн вăрçă вăхăтĕнчи 3692 историне музея параççĕ. Вĕсене пурне те пĕтĕм халăхăн «Çĕнтерÿ сăнĕсем» /«Лица Победы»/ депозитарине вырнаçтарĕç.
Аслă вăрçă пирки статистика пуххине пĕрремĕш хут 2015 çулта пичетлесе кăларнă. Кĕнекере халăха мобилизацилени, эвакуацилени, партизан юхăмĕсем, салтаксен вилтăприйĕсем, наградăсем пирки вуласа пĕлме пулать. Вăл вăхăтри çĕршыв бюджечĕ тата укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ, Германин Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ тĕле çарпа экономика хăвачĕ, халăха тата çар çыннисене продуктсемпе тивĕçтермелли нормăсем пирки информацие самаях хушнă.
Вăрçă вăхăтĕнче лару-тăрăва хак парасси цифрăсем тĕрĕссинчен нумай килнĕ. Статистика çав тапхăрта татти-сыпписĕр тăрăшнă, хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Чи кирлĕ продуктсем пирки вунă кунта пĕрре тата кашни талăкра пĕлтерсе тăнă. Васкавлă çыравсем ирттернĕ. Статистиксем патшалăх органĕсене пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпарсем парса тăнисĕр пуçне фронтра паттăррăн çапăçнă: СССР статистикин Тĕп управленийĕн 2744 ĕçченĕ çапăçусене хутшăннă, вĕсенчен 236-шĕ вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Паян 215 фронтовик тата тыл ветеранĕ пурăнать. Порталта фронтра çапăçнă тата тылра ырми-канми тăрăшнă 3692 совет статистикĕн кун-çулне çутатнă. Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче вĕсене пĕтĕм халăхăн «Çĕнтерÿ сăнĕсем» депозитарине парĕç. Çĕнтерÿ Музейĕ ун операторĕ шутланать.
Çĕнтерÿ Музейĕн директорĕ Александр Школьник пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕм халăхăн «Çĕнтерÿ сăнĕсем» депозитари вăрçă вăхăтĕнчи кашни çыннăн кун-çулĕн, историйĕн чи пысăк пуххи пулĕ. «Вăрçă тапхăрĕнчи çынсен хăйне евĕрлĕ коллективлă портречĕ вăл. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант пур. Çĕнтерÿ Музейĕн депозитарине интерактивлă майпа кĕме, унти экспонатсемпе паллашма пулать. Ку проекта хутшăнакансем хăйсен тăванĕсен историне унта хушма пултараççĕ. Эпир пурне те çак проекта хутшăнма ыйтатпăр. Çапла майпа совет халăхĕ Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывни пирки тулли информаци пуçтарăпăр», – палăртнă А.Школьник.
Çĕнтерÿ Музейĕ халăхран ыйтса тĕпченĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра пурăнакансенчен 86 проценчĕ Аслă Çĕнтерÿн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн çухалмасть тесе шутлаççĕ. Анчах çамрăксем ун пирки сахалрах пĕлме тăрăшнине те кăтартса панă тĕпчев. «Çĕнтерÿ сăнĕсем» депозитари ку енĕпе лару-тăрăва улăштарма тивĕç. Истори асăмĕ ĕмĕрлĕх. Раççей çыннисенчен 68 проценчĕ вăрçă вăхăтĕнчи ăру çыннисем пирки музейсемпе ытти учрежденисенче асăну материалĕсем пулмалла тесе шутлаççĕ.
Раççей статистикин «Çĕнтерÿ цифрисем» /«Цифры Победы»/ мультимеди порталĕн адресĕ – цифрыпобеды.рф.