Юлашки вăхăтра ĕçлемесĕр ямăттине хапсăнакансем йышланса кайрĕç. Уйрăмах Интернет урлă.
Мошенниксен ултав схеми, меслечĕ-майĕ чылай чухне пĕрешкел пулсан та, вĕсен серепине çакланакансен шучĕ чакмасть. Тĕслĕхĕсем пирки тăтăшах телевизорпа кăтартаççĕ, хаçатсенче çыраççĕ-ха. Асăрхаттарни пурпĕрех усăсăр.
Ватăсем çынсене питĕ шаннине ăнланатăн-ха, 20-30 çулсенчи çамрăксем айван пулни вара çав тери тĕлĕнтерет. Тимсĕрскерсене, тĕрĕссипе, шеллес те килмест.
Хăть мĕн калăр, лавккасенче, пасарсенче халĕ темĕнле тавар та тупма пулать. Шанчăклă та.
В.МАКСИМОВ.