Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чĕрĕлĕ-ши сад пахчи?

Чĕрĕлĕ-ши сад пахчи?

Çапăçу хирĕнче сулахай алă пÿрнине таттарнă Василий Семенович Виноградова вăрçă чарăничченех, комисси йышăннă хыççăн, киле янă.

Вăй питти арçынсем анчах мар, колхозра лашасем те тăрса юлман. Лайăх утсене пурне те фронта янă. Çакна кура пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Вăкăрсемпе ака тунă, тыр-пул пухса кĕртнĕ, киле таврăнмасăр уй-хирте çывăрса çурлапа тырă вырнă. Епле йывăр пулсан та тырра тăкаксăр пÿлмесене пухса кĕртме пултарнă. Дисциплина та хытă пулнă: колхоз хирĕнче япăх ĕçлеме май пулман, çакăншăн пит çирĕп ыйтнă.

Халь кăна вăрçă хирĕнчен таврăннă, мунча кĕрсе тасалса та ĕлкĕреймен Василий Виноградова Е.Мартынов председатель колхоз правленине чĕнтерет. Ăна пахча çимĕç бригадине ертсе пыма çирĕплетеççĕ.

Кунти ĕçе те пĕтĕмпех алă вăйĕпе пурнăçланă. Пăларан кĕвентепе шыв йăтса пахча çимĕçе шăварнă. Çакна эпĕ те лайăх астăватăп, Лена аппа пай илсе ĕçлетчĕ унта, купăста шăварма сахал мар кайнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Аслă Елчĕкри сад пахчинче ытларах тĕрлĕ пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе, севокпа сухан, кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста, помидор çитĕнтерессипе ĕçленĕ.

Вăрçă чарăннă хыççăн яла Илья Антонов таврăннă. Вăл В.Виноградовăн çывăх тăванĕ. Вăрçăра иккĕшĕ те Польша çĕршывĕнче пулнăскерсем, вĕсем унта епле садсем ĕрчетнине курнах. Вĕсем те ялти колхоз пахчинче пан улми йывăççисем, вĕсен йĕри-тавра хурăнсем лартса хăварма тĕв тытаççĕ. Çирĕп кăмăллă çак çынсем хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Чăннипех, мĕн тери хитреччĕ ун чухне – улмуççийĕсем çимĕçĕсене аран чăтса ларатчĕç, йĕри-тавра шап-шурă хурăн çитĕнетчĕ. Колхозри бригадăсене лашасем кÿлсе лавĕ-лавĕпе панулми турттарни халĕ те куç умĕнче. Ăна колхозра ĕçлекен çынсене список туса ĕç кунĕ тăрăх тÿлевсĕрех салатса паратчĕç. Ытлашшине сысна фермине леçнĕ. Колхоз пахчинче хăяр та тухăçлă çитĕннĕ. Ăна та миххи-миххипе килĕрен салатнă. Халĕ çакă тĕлĕнмелле те пек туйăнать пулĕ.

Патăрьелĕнче водительсене хатĕрлекен курс уçăлсан В.Виноградов унта вĕренсе шофер правине алла илет. Ун хыççăн вăл Елчĕкри райпона ĕçе вырнаçать, Канашран «полуторка» автомашинăпа тавар турттарать.

50-мĕш çулсен варринче Елчĕке автобуссем çÿремен. Атте Канашри педучилищĕре, медучилищĕре, финанс техникумĕнче вĕренекен ялти хĕр-каччăна сахал мар машинăпа лартса килнине çынсем халĕ те аса илеççĕ.

– Укçа те илмест, тĕлĕнмелле ырă çын Вася тете, –тенине ял-йышран нумай хутчен илтме тÿр килнĕ.

Пахча çимĕç ăстине – И.Антонова та ял-йыш сума сунă. Çĕнĕ ĕçсене йĕркелеме те ăна шанса панă. Хăмла пахчине ĕçе ярассинче те унăн тÿпи калама çук пысăк.

…Ялти сад пахчинче пулса курманни чылай çул. Кунта çитсен çунат хуçăлнăн туйăнчĕ. Мĕнле хитре, аякранах мăнаçлăн сарăлса лараканскер, халĕ питĕ кичем те салхуллă курăнчĕ. Пуçра çакăн пек шухăш çуралчĕ: «Аттесем мĕн тума пултарнине ытла хăвăрт салатрăмăр, пуçтарайăпăр-ши?»

Н.ВИНОГРАДОВ,
ĕç ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code