Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе вырнаçма – ярмăрккăна

Ĕçе вырнаçма – ярмăрккăна

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕç сĕнекенсемпе тачă çыхăну тытать.

Пĕрлехи ĕçсенчен чи курăмли – вакансисен ярмăрккине ирттерни. Çулталăк пуçланнăранпа ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви çавнашкал 57 ярмăрккă йĕркеленĕ. Вĕсене хутшăннă 258 çынран /Шупашкар/ 38-шне ĕçпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне ĕç сĕнекенсем ыйтнипе тухса çÿремелли икĕ ярмăрккă ирттернĕ, унта ĕçсĕррисене предприяти цехĕнче мĕн тунипе паллаштарнă, ĕçе официаллă мелпе вырнаçнин усси тата социаллă гарантисем çинчен каласа кăтартнă.

ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕк районĕнчи пайĕнче кăçал пĕр мини-ярмăрккă йĕркеленĕ, унта хутшăннă 15 шкул ачине вăхăтлăх ĕç тупса панă. Авăн уйăхĕнче черетлĕ мероприяти иртĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code