Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çутă çиппе тĕрленĕ пурнăç çулĕ

Çутă çиппе тĕрленĕ пурнăç çулĕ

Аслă Пăла Тимешри Васильевсен тĕслĕхлĕ çемйине районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Петр Александровичпа Олимпиада Михайловна хăйсен пĕтĕм пурнăçне халăхпа ĕçлесе ирттернĕ, чыс-хисепе тивĕçнĕ.

1941 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Лидия Степановнăпа Михаил Яковлевич Сапожниковсен çемйинче иккĕмĕш ача çуралнă. Ăна ашшĕпе амăшĕ юратса Олимпиада ят панă. Сывă та хитре хĕр ача ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăнă. Ялти шкул хыççăн Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулне çÿресе 8 класс пĕтернĕ.

Анлă тавра курăмлă хĕре ял совет председателĕ И.Измин тÿрех асăрханă, налук пуçтаракан специалист çукран хĕре çав ĕçе пурнăçласа пыма сĕннĕ. Пурăна киле тăрăшуллă пикен пултарулăхне кура секретарь ĕçĕсене туса пыма шаннă.

Çĕмĕрт куçлă, кăтра çÿçлĕ яштака та хитре хĕре нумай каччă куç хывнă. Анчах та юратни, ачаранах пĕр-пĕрне савни, ялти чи сатур та пултаруллă Петя пулнă. Тÿпери çăлтăрсене шутласа юрату сукмакне нумай такăрлатнă çамрăксем. Çара ăсатса, виçĕ çул пĕр-пĕрин патне юратуллă çырусем çырнă. Пике йĕкĕте чыслăн кĕтсе илнĕ. Мал ĕмĕтлĕ каччă Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Тăтăшах яла килсе çÿренĕ. 1963 çулта çамрăксем хăйсен юратăвне çирĕплетсе çемье чăмăртанă. Дипломлă çамрăк педагога Кушкăри шкул директорне лартнă. Пултарулăхне кура, Елчĕкри РОНОна куçарнă. Унтан Петр Васильева Горькинчи совет тата парти шкулне вĕренме янă. Тепĕр аслă пĕлÿ илсен Петр Александровича «Победа» колхозри парти организацине ертсе пыма шаннă. 15 çул вăй хунă çак ĕçре. Тивĕçлĕ канăва кайиччен ялти шкулта истори вĕрентнĕ.

Мăшăрне ĕмĕрĕпе вĕренме майсем туса пынă, хавхалантарнă Олимпиада Михайловна кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçĕсĕне тĕплĕн пурнăçланă. Пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ывăл-хĕрĕпе вара Васильевсен чăн та мухтанмалла. Игорь ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, «Энтепе» ОООра управляющи пулса тăрăшать. Наташа районти паллă педиатр. Галина Кивĕ Эйпеçри шкул директорĕ. Андрей «Энтепе» ООО ертÿçи. Юрист дипломне алла илнĕ. Александр экономист. Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать. Пурте çемьеллĕ. Хальхи вăхăтра Олимпиада Михайловна 7 мăнукпа, 1 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнать.

Васильевсем 46 çул пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăннă. Шел пулин те, çемье пуçлăхĕ йывăр чире пула пурнăçран маларах уйрăлса кайрĕ, нихăçан манăçми пысăк хуйхă хăварчĕ.

39 çул пĕр улшăнмасăр ял Совет секретарĕнче тăрăшнă Олимпиада Михайловнан ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн панă Хисеп тата Тав хучĕсем йышлă. Ĕç ветеранĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вăй хурса лартнă кермен пек кил-çурта таса та тирпейлĕ тытса пырать теветкеллĕ ватă. Çулне кура мар илемлĕ те çамрăк сăнлă хастар хĕрарăм. Темĕнле йывăрлăхсем сиксе тухсан та пурнăç çулĕпе чăтăмлăн утнă Олимпиада Васильева. Çакăн пек хастарсем çинче тытăнса тăрать те ял.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code