Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Грознăйра ăмăртнă

Малалла ăнтăлакансене, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшакансене нимĕн те чарса тăраймасть пулĕ çав. Елчĕксем Çĕнĕ çул умĕн Чечен Республикин тĕп хулинче Грознăйра иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен регионсем хушшинчи уçă турнирне кайса килнĕ.

Унта Мускав, Санкт-Петербург, Армени, Тутарстан, Карели, Дагестан, Ингушети, Чечен, Ставрополь тăрăхĕсенчи 2005-2015 çулсенче çуралнă арçын ачасем пĕтĕмпе 57 виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Пысăк йышра пирĕн енчисем те çухалса кайман. Кирилл Александров (Тỹскел) 20 килограмлă виçере тупăшса финала çитнĕ, кунта Махачкала атлетне кăшт кăна выляса янă. Елчĕкри Михаил Миллин (23 кг) «Çĕнтерỹ тума ăнтăлнăшăн» ятарлă приза тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăна тухма ăна пĕр балл çеç çитеймен.

Инçетри турнира хутшăнма çамрăк спортсменсене ашшĕсем — Сергей Александровпа Константин Миллин — пулăшнă. Пĕчĕккисене туллă-сăртлă регионта питĕ килĕшнĕ. Вĕсем тĕрлĕ тăрăхри тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупса туслашма та ĕлкĕрнĕ.

Елчĕксем çĕнтернĕ

Тутарстанри Пăва хулинче мини-футболла выляссипе Раштав турнирĕ иртнĕ.

Спорт мероприятине Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă Айрат Рифкатова халалланă. Мини-футболла выляма 35 çултан аслăраххисем пуçтарăннă.

Тупăшăва Тутарстанăн 5 команди тата Чăваш Енĕн 1 команди — «Елчĕк» — хутшăннă. Пирĕн ентешсем чи ăста футболистсем пулнине кăтартнă, 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2-мĕш вырăнта — «Хусан», 3-мĕшĕнче — «Пăва-1» командăсем пулнă.

Василий Соловьев (Анатри Тимеш) «Чи лайăх хапхаçă» ята çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code