Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ, тĕпренчĕкĕсене кун-çул тапхăрĕнче куллен пулăшса, хавхалантарса пыни хăйĕн çимĕçне паратех. Çакна воспитани ĕçĕн чи витĕмлĕ те сулăмлă пĕтĕмлетĕвĕ теме пулать.

Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ Виталий Маркова районта палламан çын пулман та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен халăх хорĕн активлă членĕ коллективпа пĕрле çитмен ял юлман. Питĕ ăста юрлатчĕ, хут купăспа выляма маçтăрччĕ (шел, ир уйрăлчĕ, тăпри çăмăл пултăр). Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн I, II, III фестивалĕсен лауреачĕ тренер ăсталăхĕпе те палăрнă. Энтепери, Кивĕ Эйпеçри шкулсенче директорта тата физкультура учителĕнче ĕçленĕ çулсенче нумай ачана йывăр атлетикăпа туслаштарма пултарнă. Вĕсен йышĕнче паян спорт мастерĕсемпе кандидачĕсен ятне тивĕçнисем те пур. Виталий Петровичăн аслă ывăлĕ Александр та, халĕ Шупашкарти пĕр фирмăра программистра ĕçлекенскер, спорт мастерĕн кандидачĕ.
Ашшĕ кĕçĕннине, Сергее, спортпа «хăвалама» тĕллев тытман. Унра, тен, пултарулăхри урăх ăнтăлăва асăрханă?
— 5-мĕш класа Кушкăри вăтам шкула куçсан Сергей робототехникăпа интересленме пуçларĕ, — пĕлтерет амăшĕ Людмила Валентиновна. — Илья Григорьев учитель ертсе пынă кружокра аталанса хăй ăсталанă роботпа районти куравсене, ăмăртусене хутшăнчĕ.
Вĕренỹ отличникĕ 2021 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроительнăй факультетне вĕренме кĕрет. Елчĕк çамрăкĕн пултарулăхне преподавательсем тỹрех асăрхаççĕ, çавна май аслă вĕренỹ заведенийĕнчех шкул ачисемпе робототехника кружокне ертсе пыма шанаççĕ. Вĕсемпе хăй те малалла аталаннă ĕнтĕ.
Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ тапхăрта Сергей халĕ ĕнтĕ Раççей шайне тухать, ЗD-моделировани енĕпе вăл тупăшнă олимпиадăсен географийĕ те питĕ анлă: Шупашкар, Омск, Ижевск, Чулхула, Красноярск. Вĕсенчен Сергей Марков çĕнтерỹçĕ е призер пулса таврăннă. Çав вĕренỹ курсĕнчех вăл кубик-рубик пуçтаракан робот ăсталаса Шупашкарта иртнĕ тĕрлĕ мероприятие хутшăнать.
Ку çĕнĕлĕхпе хулара нумайăшĕ паллашнă, çавăнпа сăмаха урăх шухăш çине куçармалла пек туйăнать. Апла мар çав, пуçланать кăна-ха! Студент йыхравпа çĕршывăн тĕп хулине çитет: 2024 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Евгений Покровскипе Мария Осадник ертсе пыракан «Поехали!» тревел-шоура кăтартаççĕ ăна. Сергей телекуравçăсене хайхи робот мĕнле ĕçленипе паллаштарать. Çынсенче çĕнĕ япала яланах кăсăклăх çуратать вĕт, передачăна хутшăнакансем ыйтусем панипе çеç çырлахман, хатĕрсене тытса, ĕçлеттерсе пăхнă.
Сергей Марков геометри моделĕсем тăвас енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче тăватă хутчен çĕнтерỹçĕ, пилĕк хутчен призер ятне çĕнсе илнĕ. «Механизмпа машина теорийĕ» олимпиадăн 2 хут призерĕ те. Пĕтĕм Раççейри студентсемпе çамрăксен «Этем. Гражданин. Ученăй» фестивалĕсенче (3 хутчен), Халăхсем хушшинчи студентсен наука конференцийĕсенче (2 хутчен) I степень Дипломĕсен хуçи пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене асăнмăпăр та — вĕçне тухаймăн.
Вĕренỹри тăрăшулăх, общество ĕçĕнчи тата ăслăлăхри хастарлăх ăна ăнăçусен çулĕ çинче шанчăклăн çирĕпленме май панă. Çавăнпа — чысĕ те, сумĕ те. 2025 çулта Сергей Маркова ЧПУри «Лучший выпускник-активист» ят панă, ылтăн медале тивĕçнĕ аслă шкул пĕтерекен 20 студент хушшинче унăн хушамачĕ те пур.
Ентеш шкул çулĕсенчех «питĕркĕçре» тытман хăйĕн пĕлỹ çỹпçине. Вăл наукăпа практика конференцийĕсенче, ăслăлăх конкурсĕсенче çĕнтернĕ, ытти мероприятисен хастарĕ те. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни — унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне хаклани. Студент çулĕсенче çак Свидетельствăпа 2-мĕш хутчен чыслаççĕ ăна. Пĕлтĕр вара наукăри пысăк çитĕнỹсемшĕн Сергей Витальевич Раççей Федерацийĕн Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Пирĕн округ историйĕнчи пĕртен-пĕр студент вăл. Ывăлне тĕрĕс воспитани, аталанма тивĕçлĕ майсем туса панăшăн амăшне РФ Наукипе аслă вĕренỹ министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.
Людмила Валентиновна пирки те кĕскен каласа хăвармаллах. Вăл та, мăшăрĕ пекех, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăл та ăста юрăç. Хальхи вăхăтра Патăрьел округĕнчи Тури Туçари вăтам шкул психологĕ, сăрă ĕçĕн тата технологи предмечĕсене ертсе пырать. Ывăлĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан хĕпĕртет вăл. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнинчен, çĕршыва усă кỹме пултарнинчен пахи мĕн пултăр.
Сергей халĕ пĕлĕвне ЧПУри магистратурăра ỹстерет. Пулас специальноçне («Технологи процесĕсене тата производствăна автоматизацилесси») шута илсен вăл тĕрĕс çул çине тăнă. Пулас ăсчаха пурнăçăн вăрăм та сарлака сукмакĕ малашлăха яр уççăн çутатса пырать. Ăна вăл ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне ăша хывса, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçленипе шкул çулĕсенчех çутнă ĕнтĕ. Çав çутă яланах ялтăртатса тăтăр.
Николай МАЛЫШКИН.
Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Маркова Андрей Александров ректор черетлĕ çитĕнỹпе чысланă самант.

