Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тĕллевлĕ ĕçлесен…

Тĕллевлĕ ĕçлесен…

Шкул ачисен предмет олимпиадисен марафонĕ вĕçленнĕ май хăш-пĕр кăтартусене вулакан умне кăларсан та юрать пулĕ.

Олимпиадăсен чи малтанхи тапхăрне шкулсенче 5-11 классен хушшинче йĕркеленĕ. Муниципалитет шайĕнче 19 предметпа пурĕ 604 (2024 çулта — 585) ача хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсен шучĕпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул малта: 377 ачаран 94-шĕ (24,93 процент). Çапах та тухăçлăх енĕпе — хутшăннисенчен палăрнисен проценчĕпе 1-мĕш вырăнта Çирĕклĕ Шăхальсем. Вĕсен 33 вĕренекенрен 10-шĕ малтисем, ку вăл 30,3 процентпа танлашать.

Уйрăм предметсемпе илсен муниципалитет тапхăрĕнчи олимпиадăсенче тивĕçлĕ балсене кура технологи (18 çĕнтерỹçĕпе призер), биологи, литература (15-шер) малта. Вĕсемпе 2023, 2024 çулсенче те çирĕплĕх йĕркеленнĕ. Ку рейтингра экологи дисциплини çĕкленсе пыни курăнать: 2023 ç. — 9, 2024 ç. — 13, 2025 çулта 15. Елчĕк шкулĕнчи Роман Фомкин апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче экологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра призера тухнине те палăртса хăварар. Пĕртен-пĕр искусствăпа (МХК) вара, тивĕçлĕ балл пуçтарайманран, виçĕ çул ĕнтĕ палăрнисем çук.

Уйрăм вĕренекенсенчен Елчĕк шкулĕнчи Герман Кузьминпа Тимур Амасев (10 класс) 5-шер, Андрей Афанасьев (Курнавăш), Карина Михеева (Кушкă), Александр Кузьминпа Дарья Безрученко (Елчĕк) 4-шар предметпа хăйсем çинчен пĕлтернĕ.

Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрне, ЧР Вĕренỹ министерстви çирĕплетнĕ балсемпе килĕшỹллĕн, пирĕн округран 39 вĕренекен кĕнĕ. Вĕсенчен 34-шĕ хăйсен пĕлĕвне 15 предметпа кăтартнă. Пĕтĕмлетỹ вара кăмăллă: пĕр çĕнтерỹçĕ тата 12 призер.

Чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури предмечĕсемпе тата кĕçĕн классем хушшинче иртнĕ регионти тĕрĕслевсенче те ентешсен çитĕнĕвĕсем курăмлă.

Пултарусăр ача çук. Унăн паха енĕсене уçса, тăтăшах тĕллевлĕ аталантарса пырсан вара ăнăçу та йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code