Понедельник, 4 декабря, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Уяв Çĕмĕрле районĕнче те иртĕ

2021 çулта Республика кунне Шупашкарта паллă тунисĕр пуçне тата Çĕмĕрле районĕнче ирттерме палăртнă.

Çĕмĕрле районĕнчи общество инфратытăмне аталантарма грант уйăрса параççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Акатуй, Сабантуй тата йăлана кĕнĕ ытти мероприятие ирттерме сĕннĕ.

Аса илтеретпĕр: кăçал Республика кунĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулчĕ, анчах пандемие пула чылай мероприятие онлайн майпа ирттерме тивнĕ.

Чăваш юманĕшĕн

«2020 çулхи Раççейри йывăç» пĕтĕм çĕршыври конкурса чăваш юманĕ хутшăнать.

Хăватлă та мăнаçлă çак йывăçшăн rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать. Конкурса хутшăнакан лаштра юман Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсет. Унăн тăршшĕ – 24 метр, вуллин сарлакăшĕ – 182 сантиметр. Вăл 369 çулта. Чăваш юманĕн конкурсри номерĕ – тăваттă.

Вируса хирĕç

Республикăна коронавирусран хÿтĕлекен вакцинăн пĕрремĕш партине кÿрсе килнĕ.

Ăна чăн малтан çак вирусран чирлисене сыватакан тухтăрсене тата ытти медицина ĕçченĕсене тăваççĕ.

Палăртса хăвармалла: коронавирусран хÿтĕлекен вакцинăна Раççейре августăн 11-мĕшĕнче регистрациленĕ. Ăна тĕрĕслес тапхăр халĕ те пырать. Çапах та 30 региона çав вакцинăна ярса панă, вăл шутра Чăваш Ене те.

Фестиваль уçăлнă

Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» фестиваль старт илнĕ.

Фестиваль – Атăлçи округĕнчи çĕнĕ проект. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене театр ĕçне явăçтарасси, театр искусствине аталантарасси. Фестиваль кăçалхипе иккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр Чăваш Енри студент тата шкул театрĕсем темиçе номинацире çĕнтернĕччĕ, постановкăсем лартма грантсем çĕнсе илнĕччĕ. «Кăçал та чи лайăх произведенисене кăтартăпăр», – палăртнă ЧР культура министрĕ Роза Лизакова.

Экспертсен йышĕнче – республикăн тĕрлĕ театр ертÿçисем, артисчĕсем. Вĕсем çамрăк талантсене хак парĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

Инçетри Крым тата çывăхланĕ

Чăваш Ен ытти регионпа – кÿршĕсемпе кăна мар, инçетрисемпе те – тытакан çыхăнусене яланах пысăка хунă.

Республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ те ырă çак йăлана тăсас тĕллевлине çирĕплетет. Унтан та ытларах çав çыхăнусене çĕнĕ шая çĕклес тĕллевлĕ. Пирвайхи утăм кĕçех пулмалла – октябрь уйăхĕнче Крым Республикипе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусма палăртнă.

Укçа куçарса панă

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче республикăра пурăнакансем патне 8 «банк сотрудникĕ» шăнкăравланă. Çынсен карточкин реквизичĕсене ыйтса илсе 1 млн тенкĕ ытла вăрланă. Çынсем банка кайса е шăнкăравласа ыйтăва уçăмлатас вырăнне палламан çынсемпе калаçаççĕ, конфидициаллă даннăйсене пĕлтереççĕ. Кунпа преступниксем усă кураççĕ те. Чи пысăк тăкака – 406 пин тенке – Çĕнĕ Шупашкарти 53-ри арçын тÿснĕ: вăл ултавçăсене 10 тĕрлĕ номерпе укçа куçарса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code