Четверг, Октябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлекен çынсен сывлăхĕ хаклă

Ĕçлекен çынсен сывлăхĕ хаклă

«Чăвашьенкрахмал» ООО дирекцийĕ предприятире вăй хуракан çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшассине, уйрăмах коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта, чи малти вырăна хурать.

50 çынна яхăн çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра тăрăшакансене çак çăмăл мар лару-тăрура пурне те маскăсемпе, перчеткесемпе туллин тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне, ирхине ĕçе пыракансене ятарласа уйăрнă çын ÿт температурине виçет, çакăн çинчен ятарлă журнал çине паллă тăваççĕ, аллисене дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курса вирус çакланасран сиенсĕрлетеççĕ.

Чиртен асăрханса предприятири ĕç пÿлĕмĕсене Роспотребнадзор специалисчĕсем хутшăннипе дезинфекци тунă. Пÿлĕмсене куллен кашни 2 сехетрен дезинфекци шĕвекĕпе усă курса тасатасси те малтанхи вăхăтранах çирĕп йĕркене кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code