Гражданла хÿтĕлев енĕпе октябрь уйăхĕнче çулсеренех çĕршыв шайĕнчи тренировка иртет.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче пуçланнă çак тренировкăна районта та активлă хутшăнчĕç.
Инкек-синкек яланах кĕтмен тата шухăшламан вăхăтра килсе тухать. Вĕренÿри инкек «Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтерекен котельнăйĕнчи хуран сирпĕннипе, çавна пула пушар тухнипе», «инкекре 2 çын вилнипе» çыхăннă. Çавна май «нумай хваттелĕ çуртсене, социаллă объектсене ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерес ĕç чарăнса ларнă». Тренировка ăнăçлă иртнĕ: районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем инкек пулас пулсан ăна вăхăтлă сирсе яма, нушана лекнĕ çынсене пулăшма, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине лайăх çирĕплетсе панă.