Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенмен çынсен хавхаланăвĕ

Ÿркенмен çынсен хавхаланăвĕ

Пĕлме кăсăклă: Шуршу /1923 çулччен Кайăксар Шуршу/ Тутар АССРĕн Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн Теччĕ кантонне кĕнĕ.

Ăна çарта тăнă чăвашсем никĕсленĕ теççĕ. Вырăс мар çĕр улпучĕсен çĕрĕ çинче вăй хунă вĕсем. Кайăксар тенĕрен çак вырăнта кайăк-кĕшĕк нумай пурăннă пулĕ. Аваллăхра Кайăксар сăваплă вырăн шутланнă. Шуршу вырăсла «шурă шыв» тенипе килĕшсе тăрать.

Хулара ĕçлесе пурăннă, çу кунĕсене ялта ирттерекен Василий Чернов ĕç ветеранĕ ял историйĕпе кăсăкланать, тĕпчет, малашне хăйĕн тĕпчевĕсене çырса хатĕрлесшĕн.

Кĕрхи кун та район центрĕнчен 21 çухрăм аяккарах вырнаçнă яла çитсе килесси нимĕн те мар халĕ. Яка асфальтлă çулпа туххăмрах вĕçтерсе çитетĕн унта: яла аран-аран пылчăк ашса утни манăçа тухнă.

Яла пырса кĕнĕ çĕрте хальтерех çеç туса лартнă укăлча юпи малалла иртме йыхравларĕ.

Лайăх астăватпăр çул хĕрринче ларакан райпо лавккине. Унта чылай çул Елена Данилова сутуçă тăрăшатчĕ. Район центрĕнче е унти юнашар ялсенчи лавккасенче çук таварсем яланах пурччĕ. Сентрисем пит тулличчĕ, ял çыннисене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерессишĕн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлатчĕ Елена Павловна.

Районти райпо тытăмĕ аркансан ăна уйрăм предпринимательсем арендăна илнĕ. Малтан пĕрисем, халĕ Тĕмер ялĕнчи Тамара Журавлева йĕркелесе тăрать суту-илÿ ĕçне. Кунта сутуçăра Марина Павлова 12 çул тăрăшать.

– Ялта лавкка кирлех, ахаль те ниçта та тухсах çÿрейместпĕр. Çăкăр туянма ăçта кайăн? – тет 36 çул сысна пăхнă çĕрте тăрăшнă Раиса Данилова.

Шăпах унпа лавккара тĕл пултăмăр. Ватăна яла рейслă автобус çÿременни пăшăрхантарать.

– Эрнере пĕрре те пулин, хăть районти больницăна кайса килме пулатчĕ, çÿресен те аван пулмалла. Халĕ çĕнĕ депутатсене суйларăмăр, район пуçлăхĕ те хамăр енчен, тен, вĕсем пирĕн ыйтăва татса парĕç, – калаçăва малалла тăсрĕ Раиса Алексеевна.

Пĕр вырăнарах вырнаçнă клуба, фельдшерпа акушер пунктне юлашки çулсенче тĕпрен юсаманни инçетренех курăнать. Республикăн пилĕк çулхи экономикăпа социаллă комплекслă программинче çак инфраструктура çурчĕсене юсассине плана кĕртни савăнтарать Шуршусене.

Культура çурчĕ хыçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă е унтан таврăнсан çĕре кĕнĕ фронтовиксене халалласа лартнă стела умĕнче пуç таймасăр иртейместĕн. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн укçи-тенкипе туса лартнă. Ялтан вăрçа 106 арçын тухса кайнă, 67-шĕ тăван яла таврăнайман.

Ялти культурăна чылай çул Антонина Павлова ертсе пырать. Харсăрлăхĕпе тĕлĕнтерет вăл. Культура ĕçченĕн стажне библиотекарьтен пуçăннăскер ял çыннисен пушă вăхăтне хаваслă ирттерес тесе сахал мар тимлет. Антонина Агафоновна ял уявне кашни çулах пысăк йышпа паллă тунине каласа парать. Юрий Львов воин-интернационалист, Александр Афанасьев /нумаях пулмасть ăна куççуль юхтарса ял масарне ăсатнă/ спорт мероприятийĕсем ирттерсе нумай пулăшу кÿнĕ. Кăвайт çинче пĕçернĕ хуранти шÿрпене ял-йышпа пĕрле çинĕ хыççăн Шуршусене чапа кăларнă Алина Варна юрăç Ангелина хĕрĕпе çулсерен илемлĕ чăваш эстрада юррисен ытамне илсе кĕнĕ. Пултаруллă ентеш хăйĕнпе пĕрле илсе килнĕ эстрада çăлтăрĕсемпе юнашар тăрса ташланине епле асран кăларăн! Дискотека тул çутăличченех тăсăлнине тепĕр уявччен аса илет ватти-вĕтти.

Антонина Павловăна 30 çул ытла лайăх пĕлнĕрен кирек мĕнле сăлтавпа килсен те пире кирлĕ çĕре наччасрах илсе çитерет, кашни çемьене, çынна лайăх пĕлет. Тăхăр çул ял старости пулнăран, хĕрарăмсен вырăнти канашне 33 çул ертсе пынăран, чылай çул вырăнти суйлав комиссийĕнче тăрăшнăран яваплăхĕ те пысăк. Çавăнпа та пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Урамри тирпей-илемшĕн тимленĕ чухне тепĕрне хытăрах калама та тивет унăн. Итлеççĕ ăна. Халĕ те Антонина Агафоновна Елчĕке ĕçпе кайма пуçтарăннăччĕ пулсан та пирĕнпе çÿреме вăхăтне шеллемерĕ.

Фельдшерпа акушер пунктĕнчи Тамара Степанова фельдшер 1986 çултанпа ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тимлет. Пĕрремĕш пулăшу ыйтма пыракансем патне кирек хăш вăхăтра чĕнсен те васкаса çитет. Тин кăна ун патĕнчен пĕр хĕрарăм юн пусăмне виçтерсе тухрĕ, унтан тепри кĕчĕ. Паллашрăмăр: Юлия Константинова. Тивĕçлĕ канăва тухиччен, 32 çул Чăваш Тăрăмĕнчи шкулта ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Ял хисепне çĕнсе илнĕ Юлия Аркадьевна паян та алă усса лармасть, ялти ветерансен канашне ертсе пырать.

Шуршура 134 çын пурăнать. 114 уйрăм хуçалăх шутланса тăрать. 71 хуçалăхăн мăрйисенчен хĕлле тĕтĕм тухать. Юлашки çулсенче ялта пĕр ача та çуралман, туй та ирттермен.

– Ватăлчĕ ял, урамра ача-пăча сасси кĕрлеменрен тунсăхлă, – теççĕ кĕрхи хĕвел ăшши çине тухнă кинемисем.

Яла куллен шкул автобусĕсем килеççĕ. Полина Епифановăпа Герман Федоров Елчĕк, Артем Большаков, Артур Епифанов, Дмитрий Федоров, Валерий Еников, Кирилл Михайлов, Юрий Федоров Аслă Таяпа шкулĕсенче вĕренеççĕ. Софийăпа Айзат Ениковсем Аслă Таяпа шкулĕ çумĕнчи ача садне çÿреççĕ.

Ялти чи аслă хĕрарăм Александра Борисова 91 çулта. Ĕмĕрне бригадăра ĕçлесе ирттернĕ, ултă ача çуратнă Александра Константиновнăпа килĕнче тĕл пултăмăр. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă ватă малти пÿртри каланкине хутнă та хĕрĕсене кĕтет.

– Хĕлле хулари хĕрсем патне пурăнма каятăп. Çулла вара ялах килес килет. Хамăн кил-çуртра темле пулсан та канлĕ, – тет вăл.

А.Борисова калаçма юратать, хăй утса тухнă кун-çула тĕплĕн каласа парать.

– Пирĕн ачалăхпа çамрăклăх нушаллă иртрĕ. Ватлăхра вара пире патшалăх лайăх пăхать. Эпĕ ир-ирех тăрса чи малтан патшалăха ертсе пыракансене сывлăх сунса сăх сăхатăп, пил паратăп, – тет тыл ветеранĕ.

Ĕç – пурнăç тыткăчи

Шуршусем укçа-тенкĕн хакне лайăх пĕлеççĕ. Икĕ алла пĕр ĕç пулсан, шалăвне тÿлесен нимĕнле йывăр ĕçе те тиркесе тăмаççĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ тĕрлĕ инçетри ялсене «калăма» çÿрет, çулла çум çумлама, кĕркунне севок кăларма тата ытти те. Укçине куллен тÿлеççĕ, çавăнпа ал çавăраççĕ те. Унсăр пуçне кил картинче выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ. Акă Игорь Большаков хăйсенчен инçех мар пушă çуртăн картишне пăрăвĕсене хупнă. Çĕрĕ те армутипе, вĕлтĕренпе ашкăрмасть, унта нумай çул ÿсекен курăк акнă. Кил хуçийĕ тахçанах çĕре кĕнĕ.
– Пурпĕрех ун ячĕпе хытă каяшшăн тÿлемелли квитанцисем килеççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем ялта тата та пур, – пăшăрханса пĕлтерет Игорь Всеволодович.

Кил хуçи хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă.

– Кĕркунне фермер хуçалăхĕнче 400 гектар ыраш акрăм, – тет вăл.

Халĕ арçын килти выльăхсемпе тăрмашать. 4 ĕне сăвать /паллах, алăпа мар/, пăрусем пăхать, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышĕ те пĕчĕк мар. Мăшăрĕ, Зинаида, шăпах ют района ĕçлеме çÿрекен бригадăра тăрăшать. Вăл чĕрĕ укçа илсе килет çемьене. Зинаида Владимировна тĕрĕ ăсти. Çыхма та юратать, çынсене тĕрлĕ япала çыхса, тĕрлесе парать. Çавăн пекех çемье кассине сĕт сутса укçа-тенкĕ кĕрет. Çулла 40 литр ытла сĕт сутаççĕ.

Ял кĕтĕвне черетпе тухаççĕ, анчах пĕвесем типсе ларнăран выльăхсене ĕçмелли шыв çук. Юрать тăрăшуллă халăх килĕрен пусă чавнă.

Большаковсем ыйхă мĕнне пĕлмеççĕ. Вĕсен яланах картишĕ тулли. 25 çул лаша та тытнă. Вăхăтĕнче кроликсен йышĕ те пысăк пулнă.

Ĕне выльăх нумай усракансен йышне Светланăпа Александр Сергеевсем, Верăпа Александр Пчелинсем, Иринăпа Владимир Тимофеевсем, Тамарăпа Сергей Большаковсем те кĕреççĕ.

В.Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшакансем те ырă ята тивĕçлĕ. Владимир Степанов тракторист халĕ кĕрхи çĕртме сухи тăвать. Ольга Красновăпа Рената Федорова, Елена Николаева пăру пăхаççĕ. Наталия Еникаевăпа Зоя Михайлова ĕне сăваççĕ, Илья Павлов фермăри ĕç-хĕле йĕркелесе пырассишĕн яваплă.

Кирек хăш ялта та нумай çул пĕр-пĕринпе тату пурăнакан çемьесемпе интересленетĕн. Вĕсем-çке яла илем кÿрекенсем, хăйсен ăшшине ачисене парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнисем, çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернисем. Александрпа Тамара Павловсем 50 çул ытла, Галинăпа Александр Александровсем, Иванпа Альбина Албутовсем 49 çул, Николайпа Олимпиада Такмаковсем, Елизаветăпа Михаил Такмаковсем 45 çул, Юлийăпа Геннадий Можаевсем 41 çул, Луизăпа Николай Степановсем, Николайпа Каролина Алексеевсем, Вениаминпа Валентина Епифановсем 40 çул ытла каялла çемье чăмăртанине паянхи пек астуса тăраççĕ. Халĕ ачисем хăйсем анне, атте, хăшĕ-пĕри асанне-кукамай, асатте-кукаçи ятсене илтнĕ.

Шуршуна килсен Вениаминпа Галина Индейкинсене асăнмасăр иртме çуках. Иккĕшĕ те пултаруллă педагогсем пулнă. Вениамин Тимофеевич Раççей Федерацийĕн çутĕç отличникĕ. Вĕсен виçĕ ывăлĕ те паллă çынсем.

Акă Елена Смирнова почтальонка велосипедпа Аслă Таяпаран вĕçтерсе килет. Вăл тÿрех çĕнĕ хыпарсене вулакансем патне çитерме васкать.

– Паян «Елчĕк ен» хаçат килет, ăна юратса вулатпăр, çитес çул та ăна çырăнса илес тетĕп, – тет Юлия Можаева пенсионерка.

Сак çинче ларакан ытти хĕрарăмсем те район хаçачĕ çывăх тус-тăван вырăнĕнчех пулнине, унсăрăн пурнăçран тăрса юлассине пĕлтереççĕ.

83 çулхи Минадора Скворцова ăста çĕвĕçе пурте сума сăваççĕ. Вăл Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн хĕрĕсене икĕ аркăллă чăваш кĕписем, саппунсем, тутăрсем çĕлесе панă. Вырăнти культура ĕçченĕсем кăна мар, инçетрисем те икĕ аркăллă чăваш кĕписене ăна çĕлеттереççĕ. Паян та çĕвĕ машинине умĕнчен ямасть-ха маттур хĕрарăм.

Ырлăх-пурлăхлă кĕтес

Пĕрисем ялта пурăнма çăмăл мар тесе хулана тухса каяççĕ пулсан, Федоровсем вара çуралнă кĕтес ытамĕн ырлăхĕнче хăтлăх тупнă.

Пурте куратпăр, ялсем çулран-çул илемленсе, капăрланса пыраççĕ. Шуршусем те хăйсем пурăнакан кил-çурта пуянрах та хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Хуларинчен кая мар пурăнаççĕ. Çуртсен умĕнчи палисадниксенче çылăхсăр çынсен чунĕсем киленсе пурăнакан вырăнти пек чечексем ешереççĕ, ĕçлесе ывăнсан канса ларма, тăвансемпе чун уçса калаçма пахчасенче кану вырăнĕсем йĕркелеççĕ.

Федоровсем те илеме хăйсен аллипе тăвакан çынсем. Анатолий Валерьевич тăван кил ăшшине инçетре пурăнсан та чун-чĕрипе туйса тăнăран тивĕçлĕ канăва тухсан çемйипе яланлăхах тăван яла куçса килнĕ.

– Эпир Сургутра ĕçлесе пурăннă çулсенче те ыттисем пек отпускра кăнтăра канма каясси çинчен шухăшламан, тăван ене çул тытнă, – ăшă калаçу пуçланчĕ кил хуçи хĕрарăмĕпе Надежда Ивановнăпа.

Çапла 90-мĕш çулсенчех çамрăксем тĕп килте стройка ĕçĕсем пуçланă. Çулран-çул кил-çурта капăрлатса, çĕнетсе пынă. Халĕ вара улттăмĕш çул хăйсем тунă керменте шăкăл-шăкăл калаçса, çуллахи кунсенче мăнукĕсем вылянине пăхса савăнаççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕн виççĕн вĕсем, ытарайми хĕр пĕрчисем.

Анатолий вăтам шкул хыççăн пĕр вăхăт ялти клубра директорта та ĕçленĕ, унтан Шупашкарта водительте вăй хунă. Каярахпа аппăшĕ патне Çурçĕре ĕçлеме тухса кайнă. Сăмах май каласан, халĕ вăл та тăван яла таврăннă. Анатолий Канашри педучилищĕре кĕçĕн классен учительницин специальноçне алла илекен пикене /вăл хамăр районти Анатри Тимешри Гавриловсен çемйинче çуралса ÿснĕ/ пĕрре курса килĕштернĕ. Çĕр çине пĕр-пĕриншĕн килнине ăнлансанах çемье чăмăртанă. Унтан инçете ĕçлеме тухса кайнă. 1987-мĕш çул пулнă ку. Анатолий водительте, Надя шкула ĕçе вырнаçнă. Сургут хулинче пуçламăш классен учительницинче 30 çул ытла тăрăшнă чăваш хĕрĕ. Çав хулари педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕрентÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. Анатолийăн та ĕçри ÿсĕмсемшĕн панă наградăсем чылай. Алли ылтăн пулнăран кирек ăçта та палăрнă арçын.

Федоровсем икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Андрейпе Валера аслă пĕлÿ илнĕ. Иккĕшĕ те ашшĕ пекех, ĕçре харсăр. Халĕ арçынсем хăйсен ĕçне уçнă.

Икĕ хутлă çуртра питĕ комфортлă. Çурт проекчĕн авторĕ кил хуçи хăйех. Çуртри, территорири тирпей-илеме йĕркелесе тăраканни, паллах, ăшпиллĕ хĕрарăм.

Федоровсен кил-çурчĕ илемĕпе таврана тĕлĕнтерет. Пÿрт умĕнче те, шалта та хитре, чечексем /миçе тĕрлĕ-ши?/ çеçке çурса лараççĕ. Пахчинче вара мĕн кăна çитĕнмест. Мунчи те Европăринчен кая мар, милĕкпе çапăннă хыççăн тÿрех бассейна чăмма пулать.

Тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăр сывă пурнăç йĕркипе пурăнать, вĕсене никам та хăйсен çулĕсене параймĕ. Ĕçпе пурăнакан, илеме юратакан çын ватăлмасть тени тĕрĕсех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code