Четверг, Октябрь 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Тивĕçлипе тупăшнă

Тивĕçлипе тупăшнă

Иртнĕ шăматкун Куславккара республикăри 20-мĕш çуллахи ял спорт вăййисем иртнĕ.

Унта Чăваш Енри кашни районти 550 ытла спорт тусĕ хутшăннă. Ялта пурăнакансем 10 енлĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Шывра ишессипе, кире пуканĕ йăтассипе, алă вăйĕ виçессипе, вĕрен туртассипе, мас-рестлингпа, волейболла, теннисла выляссипе тупăшнисĕр пуçне çемьесем спортри харсăрлăхне, ĕне сăвакансемпе механизаторсем ĕçри ăсталăхне кăтартнă.

Ял вăййисенче Павел Яшин /Кÿлпуç/, Кĕçĕн Таяпари механизаторсем Бориспа Вадим Головинсем, Дмитрий Енедеров /Тăрăм/, Елчĕкри Дениспа Елена, Давид Портновсен çемйи чемпионсем пулса тăнă. Алексейпе Наталья, Андрей Арбузовсен çемйи тĕрлĕ енлĕ ăмăртура, Леонид Цветков кире пуканĕ йăтса, Кĕçĕн Таяпари Ольга Ярославлева, Тĕмерти Татьяна Воронова алă вăйĕ виçсе, армрестлинг команди /Павел Яшин, Ольга Ярославлева, Татьяна Воронова, Сергей Солин/, механизаторсен ăмăртăвĕнче Борис Горловин иккĕмĕш призсене çĕнсе илнĕ. Сергей Солинпа /Тĕмер/ Кристина Бахомова /Кĕçĕн Таяпа/ алă вăйĕ виçсе виççĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрсен волейбол команди призлă вырăнтан пĕр утăмра кăна пулнă – тăваттăмĕш. Сĕтел çи теннисла вылякансем /Надежда Савинова, Оксана Чернова, Сергей Агеев/, кире пуканĕ йăтакан Алиса Иванова /Кипеç/ начар мар кăтартусемпе палăрнă.

Районăн пĕрлештернĕ команди ял вăййисенче улттăмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсемпе дипломсене, чи лайăх командăсем кубоксене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code