Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксен пĕрремĕш артисчĕ

Елчĕксен пĕрремĕш артисчĕ

Игнатий Молодов 1905 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче çуралнă. 1913-1918 çулсенче ялти шкулта вĕреннĕ. 1924-1926 çулсенче Чĕмпĕрти ял хуçалăх тата педагогика техникумĕсем çумĕнчи опытлă-кăтартуллă шкулта пĕлÿ пухнă. 1926 çулта пысăк типлă ял хуçалăх техникумне куçнă. Икĕ çултан ăна пăрахнă. 1928 çулта Чăваш драма театрĕ çумĕнчи студие кĕнĕ, 1932 çулта пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра республика наркомпросĕ ăна Мускава Чăваш агиткультбригадине хатĕрлеме ярать. 1937 çултан вара – Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш колхоз театрĕн илемлĕх ертÿçи. 1938 çулхи сентябрь уйăхĕнче Етĕрнери саланса кайнă 3-мĕш колхоз театрне чĕртме директора тата илемлĕх ертÿçине лартаççĕ.

Игнатий Осипович ăста режиссер та, драматург та, куçаруçă та пулнипе паллă. Театр Хусантан куçса килнĕ малтанхи çулсенче чăвашла пьесăсем питĕ сахал пулнă. Çавăнпа та вăл, ытти артистсемпе пĕрле, А.Островскин «Не так живи, как хочется», «Не все коту масленица» тата А.Толстойăн хăш-пĕр пьесине куçарнă.

Хăй ĕçленĕ тапхăрта /Академи театрĕнче 35 çул ытла тата Сĕнтĕрвăрринчи, Улатăрти колхоз-совхоз театрĕсенче 3, Çамрăксен театрĕнче 3 çула яхăн/ 200 яхăн роль калăпланă, режиссер пулса 20 яхăн спектакль кăларнă, 10 ытла пьеса тата сценари çырнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та радиоспектакльсенче вылянă, илемлĕ фильмсем куçарнă.

Хастарлăхпа сцена искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсене, тăватă хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ентешĕн ятне Чăваш АССРĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Чăваш Республикин халăх артисчĕ Игнатий Молодов 1999 çулхи августăн 27-мĕшĕнче вилнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code