Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тротуар пулать

Тротуар пулать

Ял çыннин пурнăçне хăтлăлатассипе çирĕплетнĕ патшалăхăн тĕллевлĕ программисемпе усă курса юлашки çулсенче муниципалитет округĕнче пысăк ĕçсем вăя кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕнчи Северная урамри автоçул хĕррипе тротуар сарнине те халăх ырлăхĕшĕн пурнăçлакан черетлĕ ĕçсен шутне кĕртмелле.

«Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автоçулăн участокне çĕнетме шанчăклă подрядчика — «ДПМК «Яльчикское» предприятие шанса панă. Тротуар сарассине тата çул тăршшĕпе çутă тăвассине çул-йĕр фончĕн икĕ çуллăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Контракт хакĕ 20,6 миллион тенкĕпе танлашать.

Çуран утакансем йышлăн çỹрекен Северная урамри автоçул хĕррипе тротуар сарни кирек камшăн та: урама уçăлма тухакан ача-пăчашăн, ватăсемшĕн… питех те меллĕ пулмалла. Çакă автоçул çывăхĕнче пулма пултаракан хăрушлăха та сирме пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code