Полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин профилактика учетĕнче паянхи кун 10 ача, ăнăçсăр 17 çемье /вĕсенче пурĕ 37 ача çитĕнет/ учетра тăраççĕ.
Çемьесемпе ачасене тĕрĕслесе тăрас, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашас тĕллевпе полици ĕçченĕсем çулсеренех темиçе тапхăрпа тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра «Полици тата ачасем» операци пырать.
Рейдсем вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенче пулаççĕ, вĕсенче çитĕнекен ачасемпе тата «йывăр» ачасемпе уйрăммăн курнăçаççĕ.
Л.ЕГОРОВА.