Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çĕнĕ аппарат

Республикăри ача-пăча клиника больницине çĕнĕ йышши МРТ аппарат вырнаçтарнă. Ун пекки Чăваш Енре хальччен пулман.

Аппарата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн укçи-тенкипе туяннă. Вăл тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерет. Сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов палăртнă тăрăх, çĕнĕ томографăн тĕрĕслев кăтартăвĕсем чăнлăхпа тÿр килни пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çавăн пекех пайăрка диагностикин уйрăмĕнче республика бюджетĕнчен уйăрнă субсидипе 15,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă.

Анестезиологи-реанимаци уйрăмĕ валли те çĕнĕрен ЭКМО аппарачĕ туяннă. Унпа чĕрене операци тунă чухне усă кураççĕ. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, аппарат организма 2-3 кунран пуçласа темиçе эрне, уйăх таран тытса тăрать, çапла майпа чĕрене е ÿпкене канса вăй илме, чирпе кĕрешме пулăшать.

Туризма аталантарма

«Манăн бизнес» центрта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев туризм отраслĕн представителĕсемпе тĕл пулнă.

Вăл туризма аталантарас ĕçре тÿпе хывакансене пулăшса пырассине, вĕсене хавхалантарассине пĕлтернĕ.

ЧР Экономика министрĕ Дмитрий Краснов республикăри туризм аталанăвĕ, пурнăçа кĕртнĕ проектсем çинчен каласа кăтартнă. Наци рейтингĕнче Чăваш Ен 51-мĕш вырăнта тăрать. Регионта 89 туркомпани ĕçлет. Республика «Туризм» наци проектне кĕме палăртнă.

А.Кокель палăкне уçнă

Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче тĕнчипе паллă Алексей Кокель ÿнерçе халалласа палăк уçнă.

Кун пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов Фейсбукра хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. Çакнашкал шухăша сĕнекенĕ Чăваш Енре пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков пулнă.

Алексей Кокель – чăваш ятне тĕнче шайне çĕклекенĕ. Вăл – пирĕн халăхăн академи пĕлĕвĕ илнĕ малтанхи ÿнерçĕсенчен пĕри, чăваш профессионал ÿнер искусствине пуçараканĕ.

Сцена çинче – ентешĕн тепĕр пьеси

Иртнĕ эрнекун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Шăмалакри Владислав Николаевăн пьеси тăрăх лартнă «Кĕтÿç» спектакль премьери иртнĕ.

Режиссерĕ – Василий Иванов, илемлĕх ертÿçи – СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Палăртса хăвармалла: патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче ентеш-драматург çырнă «Чуххăм Ванька авланать» камичĕ те пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code