Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çын çине сасă хăпартма вăтанатăп»

«Çын çине сасă хăпартма вăтанатăп»

Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенче хăйне евĕрлĕ сăпайлăх, ыр кăмăллăх хуçаланнине чун ăшшипе туятăн. Аслă ăрурисемпе час-часах тĕл пулса калаçма тÿр килнĕрен вĕсем хăйсем утса тухнă çăмăл мар кун-çулĕнчи хура-шурне, савăнăçне, çывăх çыннисене тулли кăмăлпа аса илнишĕн пушшех хĕпĕртетĕн. Пурнăçăн çăмăл мар лавне шăпа пÿрнĕ пек туртса пынăскерсем темле йывăрлăх сиксе тухсан та пуçĕсене усман, ĕç илемне туйса малаллах талпăннă, ырра шанса пуласлăха тинкернĕ. Çакăн пек харсăрсенчен пĕри – тăхăр теçетке çула утса тухакан Çĕнĕ Эйпеçри Михаил Иголкин.

Кĕрхи кунсем пит кĕске пулсан та Михаил Аверкиевич кăнтăрла уçă сывлăшпа уçăлма тухса кĕме май тупатех. Кил картинче, пахчара кăштăртатасси хыçа юлчĕ. Халĕ пахчари вĕлле хурчĕсен йăвисем патне кайса килчĕ, вĕсен шавне итлесе пăхнă хыççăн урисем ыратнипе аптăраканскер, хапха умне ятарласа лартнă пукан çине кайса ларчĕ. Унччентерех урампа уткаласа çÿреме кăмăллатчĕ, анчах ватлăх хăйĕннех тăвать çав, юлашки çулсенче урисем хуçине пит итлесшĕнех мар. Нумайрах ларсан тăрса утса кайма та йывăртарах, çавăнпа та «юлташĕ» çине тайăнса кăштăр-кăштăр çÿрет.

Кану кунĕсенче ашшĕне пур енлĕн пулăшма яланхиллех Люба хĕрĕ хуларан килет. Вăл ăна килте пĕччен хăварасшăн та мар, анчах хăй аллипе лартса тунă кил-çуртран ăçтан каяс килтĕр ватăн. Пур услови те çителĕклĕ хăтлă пурăнма. Куллен, сехетсерен телефонпа калаçаççĕ иккĕшĕ.

Хальхи вăхăтра Михаил Аверкиевич хăйĕн чун киленĕçĕпе йăпанăвне тупнă – Совет Союзĕн Маршалĕн Георгий Жуковăн аса илĕвĕсене вулать. Çавăнпа та апат çиме мансах кĕнекерен хăпаймасть. Сĕтел çинчи тĕрлĕ хаçат-журналпа та хавасланса паллашать. Ĕлĕкех нумай пĕлме тăрăшнă. Халĕ те ырă йăлана çирĕп пăхăнать.

Михаил Иголкин пĕчченлĕхре е ыйхă килмен каçсенче шухăшсемпе таçта та çаврăнса çитет. Чи малтанах ашшĕпе амăшне, Аверкий Павловичпа Екатерина Федоровнăна, куç умне кăларса тăратать. Вĕсем пысăк авторитетлă çынсем пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн хуçалăхра тĕрлĕ яваплă должноçсенче вăй хунă. Иголкинсем ĕмĕртен сăпайлă та çирĕп ăс-тăнлă, пысăк тавра курăмлă, çынлăхлă çынсем пулнипе палăрнă. Хушамачĕ те «шăлĕсем йĕп пек çивĕч пулнăшăн» тивĕçнĕ.

Михаил 10 пĕр тăванран чи асли. Йышлă çемьере çитĕннĕрен пĕчĕккĕллех ĕçе кÿлĕннĕ. Шкулта нумай вĕренме тивмен ăна. Çамрăклах Мускав тăрăхне ĕçлеме тухса кайма та шикленмен. Унтан çар ретне тăнă. Виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă.

– Çар служби нихăçан та асран тухмасть. Хамăр районтан йышлăнччĕ. Пĕринчен тепри вăйлă та харсăр, çирĕп дисциплинăллă пулнипе палăратчĕ. Çарти пысăк ÿсĕмсемшĕн, йĕлтĕрпе чупса ротăра мала тухнăшăн пуçласа Патреккелĕнчи Петр Миллин кĕске вăхăтлăх отпуска тивĕçрĕ, унтан – эпĕ, – пĕлтерет Михаил Аверкиевич кăмăллăн.

Салтак шинельне хывсанах Михаил Иголкин Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра çанă тавăрса ĕçлеме тытăннă. Тăрăшуллă çамрăка уй-хир бригадирне те лартасшăн пулнă, анчах вăл килĕшмен.

– Эпĕ çын çине сасса хăпартма вăтанатăп, ыттисене каличчен хам тытса тăватăп. Ĕç çынна илем кÿрет тенипе килĕшетĕп. Çăмăл мар скотник тивĕçĕ, выльăхсен айсарăмне таса тытнипе, тислĕкне вăхăтлă тăкса тăнипе кăна лăпланман, апатне те веçех алăпа йăтса, кÿрсе килнĕ. Çапах та шаннă ĕçе тивĕçлипе туса пынă. Ĕне выльăхсене таса тытнипе, вĕсен продуктивлăхĕ пысăккипе районта та палăратчĕ пирĕн колхоз. Вăл çулсенче ĕçне кура шалăвне те сахал мар тÿленĕ. Çавăнпах пенси те пĕчĕк мар манăн, – тет вăл.

Михаил фермăра дояркăра вăй хуракан, хăйĕнчен пилĕк çул çамрăкрах Олимпиада Воробьевăна куç хывнă. 1955 çулта пĕр-пĕрне килĕштернĕ харсăр çамрăксем çемье çавăрнă. Аслашшĕн тĕп килне пĕтме паман М.Иголкин.

Ĕçчен мăшăрăн кĕçех йыш хыççăн йыш хушăннă. Николай, Любовь, Владимир çуралнă. Çемье пуçĕн вербовкăпа Мускава тухса кайма тивнĕ. Пилĕк çул инçетре ĕçленĕ хыççăн тăван колхоза таврăннă та мĕн ватăличчен унтан уйрăлман. Лаша та пăхнă, каярахпа каллех ферма сукмакне такăрлатнă, хут-хăмăр ăстинче те хăйне тивĕçлипе кăтартнă. 1992 çулта Михаил Аверкиевича «Хисеплĕ колхозник» ят панă.

Сумлă ватă хуйхи-суйхине те сахал мар астивнĕ. Ывăлĕсене, мăшăрне куç умне кăларсан ирĕксĕрех куççульленет. Пĕртен-пĕр Любовь хĕрĕ Шупашкарти Вĕренÿ институтĕнче 30 çул ытла тăрăшать. Ĕç стажне вăл ялти шкултан пуçăннă.

Михаил Аверкиевич типтерлĕ арçын. Ял уявĕсенче кăна мар, ытти мероприятисенче те шурă кĕпе тăхăнса галстук çыхма кăмăллать. Çулла ытларах хурт-хăмăрпа аппаланать. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллаканскер ялти ветерансен канашне чылай çул ертсе пынă, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче шайĕнчи паллă спортсменпа Геннадий Тумановпа туслă çыхăнура.

Михаил Аверкиевич мăшăрĕпе лартнă пысăк çуртра ача-пăча сасси илтĕнменрен тунсăха путать. Унăн кăна мар-çке, чылайăшĕн çапла халĕ. Ял ватăлса пынишĕн кулянать ĕç ветеранĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Иголкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code