Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уява хатĕрленсе

Уява хатĕрленсе

Чăваш Енри кашни районпа хулара пурăнакан ăстасем «Сурпан «Пĕрле» акцие хастар хутшăнаççĕ. Ăна Чăваш тĕррин кунне вĕçлемелле. Халăхпа пĕрле тĕрленĕ сурпан алă ăстисен пултарулăхне хаклама май парĕ.

Паянхи çамрăксем, тен, сурпан мĕнне пĕлмеççĕ те пулĕ. Çавăнпа та ун пирки каласа хăварсан аван пулĕ. Сурпана ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕсем пуçа сырнă. Ăна шурă пиртен хатĕрленĕ, вĕçĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Унсăр пуçне сурпан тĕрри хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă, кунта ытларах хура тата хĕрлĕ тĕссемпе усă курнă. Хура вăл çĕр тĕсне пĕлтернĕ пулсан, хĕрлĕ – пурнăçпа юрату.

Акци условийĕсем тăрăх эпĕ те сурпан вĕçне тĕрлесе хатĕрлерĕм. Çав вăхăтрах «Паха тĕрĕ» фабрикин ăстисем шурă пир çине «Пĕрле» тенĕ логотипа вырнаçтарĕç. Юлашкинчен кашни район тĕррисене сыпăнтарса пĕр пĕтĕмĕшле чăваш сурпанне туса çитереççĕ. Вăл чăваш тĕррин музейĕнче упранĕ.

Вера ГАЛКИНА,
Хăвăлçырмари культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code