Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа юратсан

Пурнăçа юратсан

Аслă Пăла Тимешри Тĕп урамра тирпейлĕ, чĕкеç йăви евĕрлĕ, тĕреклĕ çурт ларать. Çуллахи вăхăтра пÿрт умĕнчи пахчара куçа тыткăнлакан хитре чечексене никам та асăрхамасăр иртсе кайма пултараймасть. Петрпа Таня Портновсем пурăнаççĕ кунта. Çÿпçипе хупăлчи текен каларăш вĕсем çинчен пекех туйăнать. Пурнăçа ăнланса, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе кун кунлать çемье. Арçын ĕçĕ е хĕрарăмăн тесе уйăрмасть мăшăр. Пулаççĕ вĕт çавăн пек çынсем: иккĕшĕ те ылтăн алăллă.

Вĕсем çак ялтах йышлă çемьесенче çуралса ÿснĕ. Ачаранах ĕçе çыпăçнă. Пĕрре курсах çĕр çине пĕр-пĕриншĕн килнине туйса илнĕ. Туй тума укçа-тенкĕ кирлине ăнланса каччă Çурçĕре ĕçлеме тухса кайнă. Вăтам шкула «5» паллăсемпе пĕтернĕ хĕр Шупашкарти коопераци техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет, ялти лавккара вăй хурать. Пысăк тавра курăмлă, çаврăнăçуллă хĕре районти райпора товаровед пулса ĕçлеме шанаççĕ. Енчĕке хулăнлатса Петр яла таврăнать. Чаплă туй кĕрлеттерет килĕшÿллĕ мăшăр. Çемье пĕрле пулмаллине ăнланса упăшки савнă мăшăрне Çурçĕре илсе каять. Норильск хулинче Таня валли те часах ĕç тупăнать. 20 çул мĕнле иртсе кайнине те сисмеççĕ Портновсем. Юратнă ывăлĕ 10 класс пĕтернĕ хыççăн тăван ене килсе Шупашкарта хваттер туянса вырнаçаççĕ. Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек мăшăра тăван яла çавăрса çитерет. Таньăн амăшĕ ăнсăртран пĕçĕ тĕп шăммине хуçать. Çичĕ ачаран кĕçĕнни – Таня амăшне пăхма тĕв тытать. «Виçĕ уйăхран ытла пурăнаймасть ку чирпе», – тенĕ врачсем ватăна. Хăйĕн юратăвĕпе, çепĕçлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе тата пилĕк çул амăшĕн кун-çулне тăсать Таня. Ашшĕ-амăшĕн çуртне хупас мар тесе мăшăрĕ те яла куçса килет. Хулари хваттерте Андрей ывăлĕ пурăнать. Химик-технолог профессине алла илнĕ пултаруллă çамрăка «Элара» завода ĕçе илеççĕ. Вĕреннĕ чухне паллашнă мăшăрĕпе пĕрлех вăй хураççĕ. Çамрăксем ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

Ялти çурта Портновсем пĕтĕмпех çĕнетеççĕ, пурăнма хулари пекех услови тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ялта чи малтан хăяр, помидор, ешĕл çимĕçсем туса илеççĕ.

Чи пахи вара – Таня алă ĕçĕ тума, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме питĕ ăста пулни. Хитре тĕрĕсем тĕрлесе кил-çуртне илем кÿрет ăшпиллĕ те тарават чăваш хĕрарăмĕ. Канвапа, бисер-алмазпа тĕрленĕ ÿкерчĕксем питĕ нумай унăн. Уявсенче тăванĕсене, тус-тантăшĕсене хăйĕн ĕçĕсемпе савăнтарать. Вăл пĕçернĕ тĕрлĕ пылак-çимĕçе çисе тăранмалла мар. Уйрăмах тортсем тутлă та пахалăхлă хатĕрлет. Ялти уявсене пултаруллă хĕрарăм хăйĕн çимĕçĕсемпе пурне те сăйлать. Çыхнă чечек çыххисене те парнелет. Ырă кăмăлĕпе чун ăшшине никамшăн та хĕрхенмест. Илеме юратакан хĕрарăмсемпе тĕнче тата хитререх курăнать.

З.ПОРТНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Т.Портнова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code