Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пуçлăхĕ – Алина Васильева

Район пуçлăхĕ – Алина Васильева

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăва – район пуçлăхĕн Вячеслав Сядуковăн çак полномочисене срок çитичченех чарса хума ыйтса çырнă заявленине пăхса тухнă. Сасăлав ирттерсе депутатсем унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Иккĕмĕш ыйтупа халăх суйлавçисем Елчĕк район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ пулма Алина Геннадьевна Васильева депутата суйланă.

Малалла депутатсем районти тĕрĕслевпе шутлав органĕн председательне, районти Депутатсен пухăвĕн яланхи комиссисен председателĕн çумне çирĕплетнĕ, ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code