Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисем пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿ республика шайĕнче туллин пурнăçлантăр тесе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмĕшле илсен кашни çул 15,5 пин тоннăран /ÿсен-тăрана çитĕнме кирлĕ паха элементсене шутласа/ кая мар минераллă удобрени хывса хăвармалла.
– 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне ăна 20477 тонна, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 30 процент ытларах туяннă. Кăçал усă курнин ытларах пайĕ /55,1 проценчĕ/ аммиак селитри, – тесе пĕлтернĕ Чăвашагрохимслужбăн агрохими ĕçĕпе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Виктор Казанцев.
Минераллă удобрени туянассипе, унпа усă курассипе республикăра чи лайăх ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсен ретĕнче «АСК-Яльчики» ООО та пур.