Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вакцина чиртен хÿтĕлетех

Вакцина чиртен хÿтĕлетех

Республикăра пурăнакан çынсен коронавирус чирĕ пуррипе çуккине палăртакан тестсем тăвас тĕлĕшпе ĕç хĕрÿ пырать.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов инфекци вăйлă сарăлнă регионсенчен килекенсене тĕрĕслес тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине палăртнă. Тест инфекци ернине малтанхи тапхăртах тупма май парать. Çак чир шала каясран сыхланма, вăхăтра тĕрĕс сиплев палăртма пулăшать.

Мĕнле анализсем памалла-ха кун пек чухне? ИФА – организмра вируспа кĕрешмелли антителасем мĕн чухлĕ пулнине палăртмалли. Ăна венăран юн илсе пĕлеççĕ. Тата ПЦР. Ăна сăмсаран илеççĕ. Ку тестпа каллех çынра инфекци пуррипе çуккине пĕлеççĕ. Вĕсене районти тĕп больницăра илеççĕ. Тест тÿлевлĕ, 600 тенкĕ кирлĕ пулать.

Прививка тăвас умĕн пациентсене врач-терапевт тĕрĕслет. Юн пусăмне, чĕре таппине, ÿт температурине виçет, ÿпкене, пыра тĕрĕслет.

Инфекциллĕ чиртен хÿтĕленсе прививка тумаллах. Вăл тÿлевсĕр. Экспертсем халăхăн 70 процентĕнчен кая мар вакцинаци тусан коронавирус пандемине çĕнтерме пулать тесе çирĕплетеççĕ. Аса илтеретпĕр, çак тĕллевпе поликлиникăна каймалла е «хĕрÿ лини» телефонĕпе – 122 номерпе – шăнкăравламалла. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /Госуслуги/ урлă та çырăнма пулать.

Кирек хăш прививка та организма лексессĕн палăрма пултаратех. Хăшĕсен ÿт температури ÿсет, шăм-шак хытать е пуç ыратать. Çакă организм чир-чĕре хирĕç тăма пултарайнине çирĕплетет. Пĕр-икĕ кунтан йĕркене кĕрет. Сехĕрленсе ÿкме кирлĕ мар. Прививка тунă хыççăн çулталăк шухăшсăр пурăнатăн. Коронавирус чирĕ сире çулăхмĕ.

Иккĕмĕш вакцина хыççăн 3-4 эрнерен иммунитет çирĕпленсе çитмелле. Çавăнпа та 18 çул тултарнă кашни çыннăн прививка тутарас пирки шутламаллах.

С.ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code